Кунта 1782 çулта Христос Чĕрĕлнĕ ятпа йывăç чиркÿ лартнă пулнă, каярахпа вăл çунса кайнă. 1801 çулта вара чиркĕвĕ çÿрекенсен укçи-тенкипе кирпĕчрен çĕнĕ кĕлĕ çурчĕ хăпартнă. 1879 çулта ăна аслăлатнă, Хăватлă ĕçсем тăвакан çветтуй Николай ячĕпе тепĕр придел тунă, 1880 çулта ăна кĕлтуса тасатнă. 1882 çулта чиркĕве вĕçне çити туса çитернĕ.
Турă çуртне 1936 çулта хупиччен кунта нумай асап тÿснĕ Михаил Самсонов священник ĕçленĕ. 1821-1827 çулсенче чиркÿ çумĕнче прихут шкулĕ ĕçленĕ. 1896 çулта кунта икĕ çул вĕренмелли чиркÿ прихут шкулĕ туса хунă, ун çумĕнче вара хĕрарăмсен кăтартуллă шкулне уçнă. 1989 çулхи чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче чиркÿ çĕнĕрен чĕрĕлсе тăнă. Кĕçех, 1990 çулхи нарăсăн 16-мĕшĕнче, Шупашкарпа Чăваш архиепископĕ Варнава Хăватлă ĕçсем тăвакан çветтуй Николай ячĕпе уçнă придела, 1994 çулта вара Турă Хĕресне çĕкленине халалланă тĕп престола кĕлтуса тасатнă. Чиркĕвĕн пысăк тăррине 1998 çулта çĕнетсе çитернĕ.
Савватий митрополит служба ирттернĕ вăхăтра Введени чиркĕвĕнчи Елена Емельянова регент ертсе пыракан архиерей хорĕн пĕр ушкăнĕ кĕлĕсем юрларĕ. Шупашкар тата Чăваш митрополийĕн пуçлăхĕ ятарлă кĕлĕре Çветтуй çĕршывшăн Турра тархасларĕ.
Чиркĕве кĕлтума килнисен йышĕнче Хĕрлĕ Чутай муниципалитет округĕн администрацийĕн тата сала территори уйрăмĕн ĕçченĕсем те пулчӗҫ. Литурги вĕçленсен Владыкăна Максим Зарубин протоиерей саламларĕ, прихута килсе пĕрле пухăнса кĕл тунăшăн тав турĕ, сывлăх сунса просфорăпа чечексем парнелерĕ. Савватий митрополит настоятеле прихута йĕркеллĕ тытса тăнишĕн тав турĕ, чиркĕве юсаса çĕнетнĕренпе 35 çул çитнĕ ятпа пурне те саламларĕ, уйрăм çынсене епархи наградисем парса чысларĕ.
Округ пуçлăхĕ Иван Михопаров Савватий владыкăна аякри прихута килсе пĕрле кĕлтунăшăн тав турĕ. Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхĕ патне çырнă пехил сăмахĕсене аса илчĕ. Иван Николаевич чиркÿ настоятельне Максим Зарубин протоиерее Республика Пуçлăхĕн Тав çырăвне пачĕ. Ун хыççăн Савватий митрополит чиркĕве килнисен умне тухса вĕрентсе сăмах каларĕ, евангелире çырса кăтартнă аскăн ывăл çинчен аса илсе, ÿкĕнекене Турă каçарнине палăртрĕ.
Роза Деменцова, Зинаида Паршагина, Людмила Каяхова