Хӗле ӑсатса ярса ҫуркуннене кӗтсе илчӗҫ

Аслӑ типпе кӗрес умӗн вара республикӑра пурӑнакансем Ҫӑварни эрни вӗҫленнине паллӑ турӗҫ. Шупашкарти "Хӗвеллӗ" микрорайонта хӗле ӑсатса ҫуркуннене кӗтсе илме халӑх йышлӑн пухӑнчӗ. Уяв вӑйӑ-кулӑпа, юрӑ-ташӑпа пуян пулчӗ.

Ирхине ирех вӑрман ҫумӗнчи уҫланкӑна ватти те, вӗтти те пуҫтарӑнчӗ. Таврана тутлӑ апат шӑрши сарӑлчӗ. Пулӑ шӳрпипе, пӑтӑпа тата ҫуллӑ икерчӗпе сӑйларӗҫ уява килекенсене. Ӑна йӗркелекенсем Ҫӑварни сӗтелӗ тулӑх пултӑр тесе тӑрӑшнӑ.

Уяв хаваслӑ иртрӗ, унта хутшӑнакансем тӗрлӗ ӑмӑртура хӑйсен вӑйне тӗрӗслеме пултарчӗҫ. Арҫынсем ҫӑмӑллӑнах 23 кило таякан  кире пуканне йӑтрӗҫ. Хӗрарӑмсем те вӗсенчен юлмарӗҫ. Ачасене вылямалли лаптӑксем те йӗркеленӗ. Кунта, акӑ, ал вӑйне  виҫсе тупӑшаҫҫӗ. Юнашарах мас-рестлинг енӗпе вӑй виҫеҫҫӗ. Спорт вӑййисенче ҫӗнтерекенсене парнесем парса хавхалантарчӗҫ.

Ҫакӑн пек уява 13 ҫул ӗнтӗ хула ҫыннисем валли Олег Скворцовпа Размик Мамиконян депутатсем ирттереҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен суйлавҫисемпе ҫыхӑну тытсах тӑраҫҫӗ.

Хальхинче те ҫынсем депутатсене хӑйсен сӗнӗвӗсене пӗлтерме васкарӗҫ. Наталия Тетушина микрорайон ӳссе пынине кура ҫӗнӗ шкулсемпе ача сачӗсем кирлине палӑртрӗ. Хастарсене уявра тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗҫ. Вӑйӑ-кулӑ микрорайонта пурӑнакансене пӗрлештерчӗ.   Ҫӑварни карчӑккине ҫунтарса хӗле ӑсатса  ячӗҫ, пӗр-пӗрне ырӑ сунчӗҫ. Ҫӑварни карчӑккине ҫунтарса хӗле ӑсатса  ячӗҫ, пӗр-пӗрне ырӑ сунчӗҫ.

 

Надежда Александрова, Лидия Галактионова, Вадим Владимиров