Хаяр вӑрҫӑ кашни ҫемье пурнӑҫӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ

"Пирӗн ҫемьери астӑвӑм кӗнеки". Ҫак ятпа иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри акцие Аслӑ Ҫӗнтерӳ юбилейне халалланӑ. Унпа килӗшӳллӗн республикӑри ҫамрӑксем Совет Союзӗн Геройӗ Александр Кочетов ячӗллӗ Кадет корпусне слёта пухӑнчӗҫ. Ҫемье архивӗсене тӗпчекенсемпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллашрӗ. 

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи кашни ҫемье пурнӑҫӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Слёта хутшӑнакансем ҫӗнтерӗве фронтра та, тылра та туптанӑ тӑванӗсен кун-ҫулӗпе паллаштарчӗҫ. Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи Ухтеровсен ҫемйин  паттӑрӗ - Иван Иванович Прохоров. Ҫар ретне вӑл 1939-мӗш ҫулта тӑнӑ та, килне 46-мӗшӗнче кӑна таврӑннӑ. Салтак "Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн", Кавказа тата Киева хӳтӗленӗшӗн медальсене тивӗҫнӗ. Унӑн ятне ачисем, мӑнукӗсем асрах тытаҫҫӗ. Етӗрне тӑрӑхӗнче пурӑнакан Матвеевсен те астӑвӑм кӗнеки пуян. Вӑрҫӑ хирӗнче пулнӑ Гаврил Андреевич Андреев пирки каласа кӑтартнӑ унта.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев патриотла акцин пӗлтерӗшӗ калама ҫук пысӑк пулнине  палӑртрӗ. Ҫамрӑксем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин историне, паттӑрсен шӑпине тӗпчесе астӑвӑм кӗнеки ҫыраҫҫӗ. Регион ертӳҫи те унта хӑйӗн страницине хушрӗ. Ӑна асламӑшне - Сӑр хӳтӗлев чиккине тума хутшӑннӑ Анна Афанасьевна Николаевана халалланӑ.

Слёта республикӑн тӗрлӗ округӗнчен 400-е яхӑн ҫын хутшӑнчӗ. Шкул ачисемпе студентсем истори чӑнлӑхне упраса хӑварас тӗлӗшпе нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫак ӗҫе пысӑк тӳпе хывакансен йышӗнче - шырав ушкӑнӗсем, Ҫӗнтерӳ волонтёрӗсем. Канашри 3-мӗш шкулта вӗренекенсем ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле ҫурхи каникулта ҫакнашкал утиял хатӗрленӗ. Ӑна вӗсем паянхи паттӑрсем - ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли ӑсталанӑ.

Слётра Раҫҫей шайӗнчи тата тепӗр акци вӑй илчӗ. Ҫулсерен Майӑн 9-мӗшӗ тӗлне чӳречесене Ҫӗнтерӳ паллисемпе илемлетеҫҫӗ. Ҫак йӑлана Кадет корпусӗ те тытса пырать.

 

Екатерина Фомина, Юрий Марков