Хӑй уҫнӑ ҫултан пӑрӑнмасӑр малалла ӗҫлет

Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче "Чӗлхе пулмасан халӑх та пулмасть" ятпа ҫавра сӗтел иртрӗ. Ӑна тӗрӗк чӗлхиллӗ халӑхсем хушшинче палӑрнӑ тӗпчевҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗн докторӗ Николай Егоров профессор 75 ҫул тултарнине халалланӑ.

Николай Егоровӑн ӳсӗм ҫулӗ хӑйне евӗрлӗ: йышлӑ ҫемьере пӗчӗкрен тӑван халӑхӑн йӑли-йӗркипе, сӑмахлӑхӗпе кӑсӑкланса ҫитӗннӗ ача артист пулма та ӗмӗтленнӗ, шӑпи ӑна 8 класс хыҫҫӑн Хусанти фармацевтика училищине илсе ҫитернӗ. Тутарсем хушшинче пурӑнса вӑл хамӑрӑн иртнӗлӗхе тӗпчемеллине ӑнланса илнӗ те Шупашкарти историпе филологи факультетне кайса кӗнӗ. Икӗ ӗмӗр чиккинче чӑваш филологине аслӑ шкулсенче ӑша илнисем, паянхи вӗренӳ, культура, хаҫат-журнал, тӗпчев ӗҫченӗсем - Николай Егоровӑн вӗренекенӗсем. Хӑйӗн вӗрентекенӗсем ҫинчен ыйтсан, ӑсчах "Чи малтан халӑх, атте-анне" терӗ.

Хамӑр пурӑнса курман ӗмӗрсен вӑрттӑнлӑхӗсем пирӗн пата чӗлхе урлӑ ҫитнӗ, кашни сӑмах хыҫӗнче - культура. Китай хӳмисенчен пуҫласа паянхи чӑваш пурӑнакан вырӑнсем таран пирӗн йӑхсем 3 пин ҫул хушшинче ӑҫта ура йӗрри хӑварнине йӑлтах тӗпчесе пӗлнӗ Николай Ивановичӑн кӗнекисем тӗрӗссипе - пысӑк тиражпа кӑларса вулакан патне ҫитермелли тупра.
Ҫавра сӗтелӗн темине кура, Николай Егоров хӑйне канӑҫсӑрлантаракан ыйтусене хускатрӗ. Ун шучӗпе, республикӑра ҫине тӑрса наукӑна аталантармалла, Шупашкарта патшалӑх шайӗнче академи уҫмалла, ҫамрӑксене тӗп хулана тӗллевлӗн ярса вӗрентессине тавӑрмалла.

200 ытла наука ӗҫӗн авторне хӑйӗн кун-ҫулӗнче тӑван факультетра культурологи, унтан тюркологи кафедри йӗркелеме, ертсе пыма пӳрнӗ. Ӑслӑлӑх докторӗн ятне ӑна 1992-мӗш ҫулта Казахстанра, ятарласа диссертаци ҫырмасӑрах, унчченхи тӗпчевӗсен шайне кура панӑ. Хӑйӗнпе пӗр ятлӑ ӑсчахсен ӗҫне чыслӑн малалла аталантарнӑ вӑл.

Чӑваш Республикин наукӑн тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Пӗтӗм тӗнчери тюркологсен пӗрлешӗвӗн президиум пайташӗ халӗ Аль-Фараби ячӗллӗ Казах наци университетӗнче ӗҫлет. Казахстанри икӗ аслӑ шкулӑн Хисеплӗ профессорӗ ячӗпе унта ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ уҫнӑ. Николай Ивановичӑн пысӑк ыратӑвӗ - хамӑр патра ун хыҫҫӑн утакан арҫынсем сахалли. Пуррисем вара хӑйсен вӗрентекенӗ умӗнче яланах пуҫне таяҫҫӗ.

Николай Иванович хӑй уҫнӑ ҫултан пӑрӑнмасӑр малалла ӗҫлет. Тӗллевӗсем пысӑк, ӗмӗчӗсем сӳнми.

Марина Карягина, Михаил Солин