Хӑвӑртлӑх тата асӑрханулӑх кирлӗ

Республикӑра пилотсӑр вӗҫев хатӗрӗсемпе ӑмӑртассипе тата вӗсене программӑлассипе уҫӑ чемпионат иртрӗ. Ӑна  ҫамрӑксен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен федераци агентстви пулӑшнипе тӗп хулари "Кванториум" технопарк йӗркеленӗ.

Конкурса хутшӑнакансем хулари ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх керменне пухӑнчӗҫ. Квадрокоптерсен ӑмӑртӑвӗнче хамӑр республикӑри вӗренекенсемпе пӗрлех Мари Элпа Чулхула облаҫӗнчи ҫамрӑксем те вӑй виҫрӗҫ. Чемпионатра  8-17 ҫулхи вӗренекенсем "Чи лайӑх пилот" ята тивӗҫессишӗн виҫӗ ушкӑнра тупӑшрӗҫ.

Ачасем чӑрмавсемлӗ вӗҫев ҫулне кам хӑвӑртрах парӑнтарассинче ӑмӑртрӗҫ. Вӗсен хапха витӗр тухма, ҫавракана тӗрӗс кӗме тата палӑртнӑ тӗле анса ларма пултарнине кӑтартма тиврӗ. Тупӑшӑва авточупу йӗркине тӗпе хурса хатӗрленӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Ҫавӑнпа кунта техникӑна пӑхмалли лаптӑксем те йӗркеленӗ. Унта вӗҫев хатӗрӗсене юсама тата электричествӑпа авӑрлама майсем тунӑ. Конкурсантсене трассӑна парӑнтарма икӗ минут уйӑрнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑр-вартараххисем ӑна 20 ҫеккунтрах вӗҫсе тухрӗҫ. Хӑвӑртлӑхпа пӗрлех асӑрханулӑх та кирлӗ, паллах. Техникӑна финиша тӗрӗс-тӗкел илсе ҫитерни пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑн пекех тӳресем маҫтӑрсен ӑсталӑхне виртуаллӑ симуляторсемпе хакларӗҫ.

Чемпионата хутшӑнакансемшӗн квадрокоптера вӗҫтерме пӗлни кӑна ҫителӗксӗр. Вӗсен дрона компьютерпа программӑлама  та пултармалла. Ку вӑл чи кӑткӑс тапхӑр пулчӗ. Ачасем сехет ҫурӑра дрон валли ятарлӑ траектори хатӗрлерӗҫ. Унтан ҫирӗплетнӗ координатӑсемпе вӗҫев хатӗрне полигонра тӗрӗслерӗҫ. Ку енӗпе Арзамас хулинчи вӗренекенсем мала тухрӗҫ, квадрокоптера программӑлассипе вара шупашкарсене ҫитекен пулмарӗ. Сӑмах май, техника ӑсталӑхне туптама паян республикӑри ачасене шкулсем ҫумӗнче уҫнӑ "Точка роста", "Кванториум" тата "IT-куб" центрсем нумай пулӑшнине палӑртмалла.

Дронсен ӑмӑртӑвне "Взрослые - детям" ыркӑмӑллӑх акцийӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Вӑл "Ачасен ячӗпе, ачалӑхшӑн" марафонӑн пӗр пайӗ шутланать. Ку проект республикӑри предприяти-организацисене, депутатсемпе волонтерсене, пӗр шухӑшлӑ ҫынсене пӗрлештерет. Акци вӑхӑтӗнче пурӗ икӗ миллион тенкӗ пухнӑ. Укҫана тӗп хулари шкулсем валли квадрокоптерсем туянма тӑккаланӑ.

 

Леонид Петров, Николай Марков