Харӑсах 10 муниципалитетра ачасене спорта явӑҫтармалли проект хута кайрӗ

Чӑваш Республикинче 2016-мӗш ҫултанпа Раҫҫей шайӗнчи "За самбо" тата "Самбо в школу" проектсем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ. Вӗсен тӗп тӗллевӗ - ытларах ачана сывӑ пурнӑҫ йӗркине явӑҫтарасси. Ҫак кунсенче Чӑваш Енри  10 муниципалитетра вӗренекенсен сывлӑхне ҫирӗплетмелли майсем анлӑланчӗҫ. Комсомольскинчи 1-мӗш вӑтам шкулти ӗҫ-пуҫа Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑнчӗ.

Самбо спортне аталантарма май паракан проектсене Комсомольскипе харӑсах Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Елчӗк тата Тӑвай тӑрӑхӗсенче хута ячӗҫ. Вӗсем уява инҫет мелӗпе хутшӑнчӗҫ. Пуҫтарӑннӑ хӑнасене пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пуҫарнӑ ятпа ҫӗршывӑн спорт министрӗ Олег Матыцин саламларӗ. Пирӗн республикӑра самбо - анлӑ сарӑлнӑ спорт тӗсӗсенчен пӗри. Унпа 4 пин ҫурӑ ытла ҫын ӑсталӑхне туптать. Вӑл хӗҫ-пӑшалсӑр харпӑр хӑйне хӳтӗлеме вӗрентет. Кӑҫал самбо енӗпе ҫӗршыври пӗрлештернӗ ушкӑна Чӑваш Енри 16 спортсмен кӗнӗ.

Ачасен ӑсталӑхне аталантарма ятарлӑ курссем йӗркеленӗ. Кӑҫал пурӗ 12 тренер пӗлӳ илнӗ. Пирӗн республикӑра проектсен кураторӗ олимп резервӗн 10-мӗш спорт шкулӗ шутланать. Вӗсем те ҫамрӑк самбистсем валли  ӑсталӑх урокӗсем, ӑмӑртусем йӗркелеҫҫӗ.

Уявра Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Енре наци спорт тӗсӗсене аталантарма пулӑшакан ятарлӑ центр тӑвасси пирки пӗлтерчӗ. Ҫакӑ ҫитӗнекен ӑрӑва спортпа ытларах кӑсӑклантарма пулӑшӗ.


Оксана Верликова, Михаил Солин