Валеевсен йӑхӗ ӗмӗртен тӗреклӗ пурӑннӑ. Кил хуҫи, Миннереис Валеев - аслӑ пӗлӳллӗ, пысӑк опытлӑ ҫӗр ӗҫченӗ, тӗп агроном та пулнӑ. Ӗҫчен ҫемьере ҫитӗннӗ икӗ ывӑлӗ кил хуҫалӑхне аталантарма шут тытнӑ. Йӑлтах тӗллев лартса мӗн шухӑшланине вӗҫне ҫитерме вӑй ҫитернинчен килет. Пилӗк ҫул каялла Валеевсем лаша усрама тытӑннӑ. Пӗлтӗр вара ялтан инҫех мар кану ҫурчӗ уҫса туристсене илӗртмелли вырӑна хӑтлӑлатма 10 миллиона яхӑн федераци грантне ҫӗнсе илнӗ. Агротуризмбазинче этномузей та уҫасшӑн: ун валли экспонатсем хатӗрленӗ те ӗнтӗ.
Республикӑри ял хуҫалӑх туризмне аталантарма тивӗҫ базӑна тума пуҫличчен кунта ҫум-курӑк ашкӑрнӑ, юхӑнса выртакан ҫӗр Шупашкарпа Чӗмпӗре ҫыхӑнтаракан аслӑ ҫул хӗррине илемсӗрлетсе тӑнӑ. "Долина" ят панӑ туризмпа кану ҫурчӗ ҫывӑх вӑхӑтрах ку тӑрӑхри илӗртӳллӗ вырӑнсенчен пӗри пулса тӑрӗ. Кӗҫех хӑна ҫурчӗпе мунчасене туса пӗтерӗҫ. Грант укҫи ҫумне фермер ҫемйи 3 миллион майлӑ хушма палӑртнӑ. Кунтах спорт площадки те пулӗ. Пӗвене пулӑсем ярсан канма килекенсем вӑлтапа ларма, улма-ҫырлапа пахча-ҫимӗҫ лартса ӳстерсен пулӑхлӑ ҫӗр ҫитӗнтернӗ таса ҫимӗҫпе сӑйланма пултарӗҫ.
Экологи сукмакне хӑтлӑлатсан туристсене ут утланса ҫӳреме меллӗ пулӗ. Ҫавӑнпа юланутҫӑсем валли маҫтӑрлӑх урокӗсем ирттерӗҫ. Патӑрьел тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ туристсем кунта иленесси пирки пӗртте иккӗленмест.
Марина Карягина, Димитрий Макаров