Уява Чӑваш Енри предприятисемсӗр пуҫне 10 регионти 20 сӑра завочӗ хутшӑнать. Кашниех хӑй ӗҫӗпе паллаштарать. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Ен хӑмла ӳстерессипе ҫулран-ҫул аталанса пынине палӑртрӗ. Раҫҫей Президенчӗн хушӑвӗпе симӗс ылтӑн туса илессине Чӑваш Ен аталанӑвӗн 2030-мӗш ҫулчченхи программине кӗртнӗ. Ҫавӑнпа та ку ӗҫре патшалӑх пулӑшӑвӗ те курӑмлӑ. Пирӗн хӑмла халӗ тӗнче шайӗнчи компанисене те илӗртет. Ҫак ӗҫ пуриншӗн те тупӑшлӑ пулмалла. Фестивальте хӑмлаҫӑсен пӗрлешӗвӗсен ӗҫлӗ тӗл пулӑвӗсем иртеҫҫӗ. Вӗсенче симӗс ылтӑн ӳстерекенсемпе ӑсла хатӗрлекен 150-а яхӑн компани, наукӑпа влаҫ тытӑмӗнче ӗҫлекенсем пулаҫҫӗ. Ҫӗнӗрен вӑй илекен отрасльти ҫивӗч ыйтусене хускатса "Раҫҫей хӑмли" конференци те иртӗ. Хӑнасем вара фермер хуҫалӑхӗсем кӑларакан апат-ҫимӗҫпе тата наци тӗпелӗпе паллашма пултарӗҫ.
Алексей Енейкин