Чӑваш художникӗсен союзӗ ҫулсерен ҫурла уйӑхӗнче ирттерекен курава ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗ теме пулать. Иртнӗ ҫак вӑхӑтра мӗнле ӳсӗм туса ӗлкӗрнӗ пӗр-пӗр ӳнерҫӗ, ҫӗнӗ ятсем пур-и - курма килекенсемшӗн те, ӑстасемшӗн хӑйсемшӗн те ҫакӑ кӑсӑклӑ. Чӑваш Ен художникӗсен союзӗн ертӳҫи, Владимир Нагорнов, иртнӗ ӗмӗртех ят-сум илнӗ ӳнерҫӗсем те ҫамрӑкла хавхаланупа ҫӗнӗлле ӗҫленине палӑртать.
Кӑҫалхи куравра ӳнерӗн мӗнпур тӗсӗсемпе жанрӗсене, тӗрлӗ материалтан ӑсталанӑ хайлавсене кӑтартнӑ: яланхиллех - живопиҫ, графика, скульптура, кунсӑр пуҫне тӑмран унанӑ кӳлепесем те, театр декорацийӗ те, дизайн та пур. Сумлӑ тӗпелте - чӑваш художникӗсене пӗрлештерес ӗҫ пуҫламӑшӗнче тӑнӑ Петӗр Пупинӑн, Николай Енилинӑн, Валентин Фёдоровӑн, Праски Виттин тата ыттисен хайлавӗсем. Сӑмах май, 88-та пыракан Праски Витти пире нихҫан та тӗлӗнтерме пӑрахмасть: хальхинче вӑл курава ҫӳхе пусма ҫине ҫырса ӳкернӗ чӑваш халӑх юррине сӗннӗ. Паттис тутӑра Павловски Посадри фабрикӑра кӑларнӑ-мӗн. Курава пӗтӗмӗшле хак панӑ май, аслӑрах ӑрурисем экспозицие йӗркелекенсен ӗҫне те палӑртрӗҫ.
Кӗҫӗнреххисемшӗн аслӑ ӑрури ӑстасем тӗслӗх, ҫулланнисемшӗн ҫамрӑксен чӗрӗлӗхӗ, тем те пӗр шухӑшласа кӑларма пултарни илӗртӳллӗ, хистевлӗ. "Пурнӑҫ ҫӗнӗлле ӗҫлеме, аталанма ыйтать", - тет Владислав Зотиков паллӑ скульптор. Вӑл йӑх тӑсӑмне, амӑшӗпе ача сӑнарне философилле тарӑн, хӑйне евӗрлӗ уҫса панӑ.
Чӑваш художникӗсен союзӗшӗн ӳнерҫӗсем тӗнчене чӑвашла курса сӑнарлани хаклӑ. Ку ансат ыйту мар, ҫакӑн патне ӗмӗрӗпех утаҫҫӗ. Пултарулӑх ҫулӗ ҫине тӑракансем ҫакна ӑнланнине, умӗнчисен йӗрӗпе пынине ырлать пӗрлӗх ертӳҫи.
Курава пӗрремӗш хут хутшӑнакансем хӑйне евӗрлӗхпе тӳрех куҫ тӗлне пулни савӑнтарать.
Чӑваш ӳнерҫисем тӑтӑшах ҫӗршыври, чикӗ леш енчи тӗрлӗ фестивальсемпе ӑмӑртусенче мала тухаҫҫӗ, пленэрсемпе симпозиумсенче пултарулӑхне аталантараҫҫӗ, "Руҫ маҫтӑрӗсем", "Асамлӑ хӑйӑр", «Пӑр скульптура" йышши конкурссенче ҫӗнтереҫҫӗ. "Савнӑ Шупашкар" курав ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшчен ӗҫлет.
Марина Карягина, Виктор Степанов