Хальхи технологисене тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ

"Хӑрушлӑхсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Енре кӑҫал та калӑпӑшлӑ юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн кивелсе юхӑннӑ ҫулсене йӗркене кӗртеҫҫӗ, юханшывсем урлӑ хывнӑ кӗперсене ҫӗнетеҫҫӗ. 3 округра хальхи технологисене тӗпе хурса каҫӑсем хывакансемпе пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ курса калаҫрӗ.

Никольски-Етӗрне-Нурӑс ҫулӑн 47-мӗш ҫухрӑмӗнчи кӗпере 35 ҫул каялла хута янӑ. Ҫак хушӑра унӑн сийӗ самай юхӑннӑ. Наци проекчӗн планне кӗртме хистекен сӑлтавсем татах та пулнӑ. Сурӑм юханшывӗ урлӑ хывнӑ каҫӑ юсава кӑҫал кӗтсе илнӗ. Строительсем кунта ака уйӑхӗнче килнӗ. Ӗҫ калӑпӑшне кура специалистсемпе техника шучӗ улшӑнсах тӑрать. Хӗрӳ вӑхӑтра объектра 30 ҫын таранах тӑрӑшать. 
Ҫӗнӗ кӗпере графикпа килӗшӳллӗн кӑҫал чӳк уйӑхӗнче туса пӗтермелле. Сюжета эфира хатӗрленӗ хушӑра сулахай енне юсаса транспорт валли уҫнине пӗлтерчӗҫ. Объектӑн 45 проценчӗ хатӗр.

Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Киря юханшывӗ ҫийӗн хывнӑ кӗпере юсама та вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫуркуннесерен шыв шайӗ хӑпарса тытӑма татах та сиенлетнӗ. Юсав вӑхӑтӗнче нимӗнле чӑрмав та тухманнине палӑртаҫҫӗ специалистсем. Автомобильсен юхӑмне те чарса лартман. Юсав пыракан тӗле ҫитсен водительсем светофора пӑхӑнса черетлӗн иртеҫҫӗ. Ҫӗнӗ конструкци чӑтӑмлӑ та шанчӑклӑ пулмалла. 142 метр тӑршшӗне строительсем палӑртнинчен маларах - ҫурла уйӑхӗнче вӗҫлесшӗн. 

Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи объекта "Волга" компание шанса панӑ. Проект хакӗ - 83 миллион тенкӗ. Энӗш шывӗ урлӑ каҫаракан кӗпере пӑсса тӗпрен ҫӗнетмелле пулнӑ. Пӗр хушӑ транспорта тавраран янӑ. Юсава юпа уйӑхӗнче вӗҫлеме палӑртнӑ объектра ӗҫлекенсем графикран юлмасӑр тӑрӑшаҫҫӗ.

Паянхи кун тӗлне объектсенчи ӗҫ хӑй вӑхӑчӗпе, пахалӑхлӑ пулса пырать.

 

Алиса Александрова, Александр Отяков, Димитрий Макаров, Игорь Ульянов