Халӑхра Пушар хуралӗн музейӗ ят илнӗ центр 50 ҫул тултарчӗ

Ҫур ӗмӗрте ку ҫуртра вырнаҫнӑ экспозицисемпе ҫур миллиона яхӑн ҫын паллашнӑ. Уяв кунӗ кунта ӗҫлекенсемпе ҫӑлав службин ветеранӗсене саламларӗҫ, хӑнасене ҫулран-ҫул экспонатсемпе пуянланса пыракан пӳлӗмсене кӗртсе кӑтартрӗҫ.

Аваллӑх управӑшӗ 50 ҫул тултарнине халалланӑ ӗҫ-пуҫа Раҫҫей Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Зеленин хӑйӗн саламӗпе пуҫларӗ. "Сумлӑ ҫавраҫулне кура мар музей пурнӑҫӗ сӳнсе пырать тееймӗн, аталансах, паха материалсемпе пуянлансах пырать вӑл", - палӑртрӗ ертӳҫӗ. Музей историйӗ 1969-мӗш ҫулта ҫырӑнма пуҫланӑ. Ветерансем аса илнӗ тӑрӑх, ун чухне ведомствӑра ача-пӑчана ҫак профессипе паллаштарас тесе хӑйнеевӗрлӗ вӗренӳ лапамӗ хута яма йышӑннӑ. Центр чи малтанах Николаев урамӗнчи пушар чаҫӗн 2-мӗш хутӗнче 1974-мӗш ҫулта уҫӑлнӑ. 
Центра ачасем кӑна мар, майӗпен аслисем те туртӑнма пуҫланӑ. Унта пушар сӳнтерме вӗрентнинчен пуҫласа хастар ҫӑлавҫӑсен паттӑрла ӗҫӗсемпе те паллаштарнӑ.

Асӑннӑ пӳлӗмре паянхи ӑрушӑн пӗлменни нумай. Хальхи вӑхӑтра, сӑмахран, ӗлӗк вут-ҫулӑма тӗп тума лаша кӳлсе пичкепе шыв турттарни те тӗлӗнмелле пек. Улӑм витнӗ ҫурт тӑррисене салатма вӑрӑм пакурсем усӑ курнӑ.  Ун чухнехи пушарсем тата та хӑрушӑ пулнине калаҫҫӗ ветерансем. Халӑх "хӗрлӗ автанран" хӑй пелнӗ пек сыхланнӑ, инкек тухсан вута хирӗҫ кӗрешмелли майӗсем те урӑхла пулнӑ. Уяв кунӗ музейра "Пушар машинисен моделӗсем" куҫса ҫӳрекен курав уҫӑлчӗ. Кунта лавккара туяннисем кӑна мар, харпӑр хӑй коллекцийӗнчи техника та пур. Хӑшне-пӗрне центр ҫавраҫулӗ тӗлне парнелӗх ҫӗнетсе панӑ. Экспонатсемпе ҫуркунне 3 уйӑхӗпех музейра пулӗҫ. Ытти залсенче те кӑсӑкли чылай.
Музей хӑй те шкулсене, кану лагерӗсене тухса ҫӳрет. Хуларан аякра пурӑнакан ачасем валли онлайн-уроксем ирттереҫҫӗ. Пушар хуралӗн музейӗн ертӳҫи Вероника Волкова палӑртнӑ тӑрӑх, иртнӗ 2 ҫулта кӑна центрта ӗҫлекенсем тӗрлӗ ӗҫ-пуҫа 30 пин ытла ҫынна явӑҫтарнӑ. Музей аталанӑвне пысӑк тӳпе хывакан хастарсене, пушар хуралӗн ветеранӗсене ҫак кун Тав хучӗсемпе чысларӗҫ.


Алиса Александрова, Святослав Петров