Халӑхпа иртекен тӳрӗ ҫыхӑнӑва Олег Николаев кӑҫал пӗрремӗш хут тухрӗ. Интернет урлӑ социаллӑ тытӑмсенче тата телефонпа шӑнкӑравласа ҫитекенсен, ҫавӑн пекех видео урлӑ ҫыхӑнакансен ыйтӑвӗсене Республика ертӳҫи туллин хурав пама тӑрӑшрӗ.
Пӗрремеш ыйту - Шупашкар пуҫлӑхӗ Денис Спирин ӗҫрен кайни. Ку вӑл - унӑн хӑйӗн йышӑнӑвӗ. Сӑлтавӗ - шанчӑклӑ команда йӗркелесе ӗҫне кирлӗ пек хӑнӑхса ҫитейменни. Куллен пухӑнса пыракан кӑткӑс самантсене илес пулсан вара малти вырӑнта - ҫул-йӗр ыйтӑвӗ тӑрать. Чылай ҫӗрте вӗсен пахалӑхӗ хӑрушсӑрлӑх йӗркине тивӗҫтермест. Кун пирки правительствӑна кӑҫал кӑна пӗр пин те 95 ҫыруллӑ ҫӑхав ҫитнӗ. Уйрӑмах Лапсар тӑкӑрлӑкӗпе Сӗнтӗрвӑрри ҫулне палӑртмалла. Ҫӗнӗ Шупашкарпа Канашра та лару-тӑру лайӑхах мар. "Ҫӗнӗ хула" микрорайона вара аслӑ ҫулпа ҫыхӑнтарас ыйту ҫивӗч. Пуҫлӑх сӑмахӗпе, тӗллевлӗ программӑсем пулӑшнипе республикӑри ҫулсем майпен ҫӗнелсех пыраҫҫӗ. Ҫитес 3 ҫулта пӗтӗмпе 170 ҫухрӑм ҫула йӗркене кӗртмелле. Транспорт ыйтӑвӗ те пӗлтерӗшлӗ. Сӑмахран, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара хӑтлӑ автобуссемпе ҫыхӑнтарасси ҫав-ҫавах ҫивӗч. Химиксен хулинче пурӑнакансем хулан анат ҫыранлӑхне тирпейлесси пирки те сӑмах хускатрӗҫ.
Ҫавӑн пекех ҫемьесене пулӑшасси, пая кӗрсе хваттер туянакансен пӑтӑрмахӗсем, коммуналлӑ тӳлевпе ҫыхӑннӑ ыйтусем пулчӗҫ. Шупашкар тӑрӑхӗнче пурӑнакансем, акӑ, урамсене юртан тасатманнине пула ҫӳп-ҫап тиесе тухакан машин контейнерсем патне хӗл-каҫа та пӗрре кӗрсе тухманнине калаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах квитанци кашни уйӑхрах тӳлемелле. Социаллӑ ыйтусене илес пулсан, нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр пайӗ вырӑнне 250 пин тенкӗ укҫа парассипе ҫыхӑннӑ ыйту уҫӑмланчӗ.
Етӗрнере пурӑнакансене каҫхине транспорт ҫӳрекен ҫул таврашӗсене кирлӗ пек ҫутатманни тата юхӑннӑ ҫуртсенчен халӑха вӑхӑтлӑ куҫарманни тарӑхтарать. Ку енпе ӗҫсем кал-кал пынине палӑртрӗ пуҫлӑх.
Авариллӗ ҫуртсем халӗ Шупашкарта та шутлӑ кӑна юлнине каларӗ. Трак тӑрӑхӗнчи кӗҫӗншетмӗсем вара шкул юсавӗпе кӑмӑлсӑр калаҫаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех хуласенче пурӑнакансем ҫуллахи вӑхӑтра шкул картишӗсене уҫма ыйтаҫҫӗ. Вӗсенчи спорт лаптӑкӗсенче халӑх сывлӑхне ҫирӗплетме пултарать. Урам тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳрекен килсӗр йытӑсемпе те мӗн те пулин тумаллах теҫҫӗ ҫынсем. Ку тӗллевпе Олег Николаев вӑхӑтлӑх 150 йытӑ вырнаҫакан ятарлӑ пункт тума палӑртнине каларӗ. Вӑл Ҫӗмӗрлере пулӗ. Ҫулталӑкра унта 3 пин таран хураҫкана йышӑнма палӑртаҫҫӗ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакансене хула тӑрӑхӗнчи ялсене пӗр муниципалитета пӗрлештерес ыйту та шухӑшлаттарать.
Муркаш тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ шӑнкӑрав ҫулран ҫул ҫивӗчленсе пыракан наци ыйтӑвне хускатрӗ. Хуласенче ҫеҫ мар, чӑн чӑваш ялӗсенче те вырӑсланса пыракан шкулсемпе ача сачӗсенче тӑван чӗлхене уҫҫӑн янратса яма пулӑшса патшалӑх шайӗнче тӗллевлӗ йышӑну тума ыйтрӗҫ.
Уҫӑ калаҫура ӗҫмелли шыв пахалӑхӗ пирки тата ҫуракипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем ҫинчен ыйтусем пулчӗҫ. Чылай ҫӗрте кӗрхисем йӗркеллӗ хӗл каҫайман. Ҫавна пула ҫӗр ӗҫченӗ шар курать.
Олег Николаев халӑха тӑван тӑрӑхшӑн пӗрле тӑрӑшса ӗҫлеме сӗнчӗ. Хӑш-пӗр пулӑма вӑхӑтра асӑрхасан Данилов вице-премьерпа пулса иртнӗ пек пӑтӑрмахсене те ҫийӗнчех сирсе яма пулнине палӑртрӗ. Хӑш-пӗр явапсӑр ҫынсене пула тепӗр чух чылай ырӑ ӗҫе пӗр самантрах ним пулман пек туртса хума пулать.
Алексей Енейкин, Андрей Шоклев