Халӑх юратакан артист

Валентина Трифонова артист пулмах ҫуралнӑ: тӗлӗнтерекен пултарулӑх, илемлӗ пит-куҫпа пиҫӗ пӳ-си, уҫӑ сасӑ - ҫут ҫантӑлӑк ӑна йӑлтах пӗр хӗрхенми панӑ. Раҫҫей тава тивӗҫлӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ сцена ҫинчен кайнӑранпа 17 ҫул иртрӗ, ҫапах унӑн ҫавра ҫулне паллӑ тума Чӑваш академи драма театрне зал тулли куракан пуҫтарӑнчӗ.

Чӑваш театрӗн сумне ҫӳллӗ шая ҫӗклекенсенчен пӗри, ҫӑл шывӗ пек тапса тӑракан таланчӗпе хӑйӗн ятне тӑван ӳнерте ылтӑн сас паллипе ҫырма пултарнӑ сцена ӑсти - ҫапла хакларӗ театрӑн пуҫлӑхӗ Елена Николаева Валентина Трифоновӑна. Халӑх юратакан артист пулас мӑшӑрӗпе Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институтӗнче паллашнӑ. Леонид чипер хӗре пӗрре курсанах савнӑ.

Товстоногов, Кацман вӗренекенӗсем 1972-мӗш ҫулта тӑван республикӑна таврӑнса пысӑк та яваплӑ ӳнер ҫулӗ ҫине тӑнӑ. Вӑйлӑ курс пулнӑ вӑл, Любовь Фёдоровӑпа Владимир Семёнов халӗ те сцена ҫинчех-ха. Пӗрле вӗреннӗ тусне саламлама Владимир Бурмистров Мускавран килнӗ.

Пӗрремӗш спектакльсенчен пӗри - Абдуллин пьесипе лартнӑ "Алхасуллӑ ҫамрӑклӑх" водевильти Сафия. Малтанхи именчӗк хӗрачасен ролӗсенчен пуҫласа тӗрлӗ жанрлӑ классика хайлавӗсенчи пысӑк сӑнарсем таран пур енлӗн, туллин пиҫсе ҫитнӗ Валентина Трифонова. Камитре те, мелодрамӑра та, драмӑра та хӗрарӑм чунӗнчи кӑткӑс туйӑмсене яланах тарӑннӑн, витерӳллӗн, ӗнентерӳллӗн кӑтартса куракана тӗлӗнтернӗ, савӑнтарнӑ, тепре килсе курма илӗртнӗ.

Валентина Ивановна 35 ҫул ытла академи драма театрӗнче ӗҫленӗ хыҫҫӑн Шупашкарти музыка училищинче сцена чӗлхипе маҫтӑрлӑхне вӗрентнӗ. Танина Лодоре юрӑҫ, "Ну-ка, все вместе" телешоу эксперчӗ - унӑн вӗренекенӗ. Трифонова ҫавӑн пекех радио тата телеспектакльсенче, телефильмсенче асра юлмалли сӑнарсем калӑпланӑ, илемлӗ фильмсене чӑвашла куҫарас ӗҫе хутшӑннӑ.

"Валентина Трифонова - чи малтан маншӑн савни, юратӑвӑм, пурнӑҫ тӗрекӗ", - терӗ Леонид Трифонов режиссёр ывӑлӗпе, хӗрӗпе, мӑнукӗсемпе пӗрле сцена ҫине мӑшӑрне саламлама тухсан. Ҫемье кашнин ҫитӗнӗвӗпе мӑнаҫланать. Ксения хӗрӗ - Мускавра ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен продюсер, ывӑлӗ - юнашарах, вӑл та пӗчӗклех сцена ҫинче вылянӑ, халӗ хӑй пуҫарнӑ ӗҫпе пурӑнать.

Эпир "наци мӑнаҫлӑхӗ" текен Валентина Ивановнӑран пирӗн телей мӗнне ыйтас килчӗ.
Пултарулӑх каҫне Валентина Трифонова Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене халалланӑ сӑвӑ сыпӑкӗсенчен тӑракан пӗчӗк моноспектакльпе вӗҫлерӗ. Куракансем ура ҫине тӑрса чылайччен алӑ ҫупрӗҫ.

 

Марина Карягина, Игорь Ульянов