Ку пӗвене мӑнчурашсем тахҫанах тирпейлеме шутланӑ. Апла пулин те хӑйсен вӑйӗпе тума йывӑртарах пулнӑ. Халӑх пуҫарӑвӗн программипе усӑ курса тинех тӗллеве пурнӑҫа кӗртме май килнӗ. Рабочисем ӗҫе уйӑх каялла пуҫӑннӑ. Малтан пӗвери юлнӑ шыва юхтарса янӑ, шӑнтсан вара экскаваторсем ӗҫе пикеннӗ. Халӗ кунта икӗ техника ҫӗр чавать.
Малтанласа палӑртнӑ проект хакӗ миллион та 200 пин тенкӗпе танлашнӑ. Аукцион ирттернӗ хыҫҫӑн 800 пине яхӑн тӑрса юлнӑ. Укҫан ытларах пайне республика тата вырӑнти хыснасенчен уйӑрнӑ. Ялта пурӑнакансем те тӑван тӑрӑха илем кӗртес ӗҫе хастар хутшӑннӑ.
Етӗрне тӑрӑхӗнче пӗлтӗр 63 проект пурнӑҫа кӗртнӗ. Пӗвесене тасатассипе пӗрлех ҫулсем сарасси, урамсене тирпейлесси, ача-пӑча лапамӗсене йӗркелесси малти вырӑнта. Кӑҫал вара округра халӑх пуҫарӑвӗн программипе 283 миллион тенкӗлӗх ӗҫ тума палӑртнӑ. Ҫакӑ ялти пурнӑҫ майӗсене ырӑ енне улӑштарма пулӑшать.
Диана Иванова, Виктор Степанов