Халӑх пӗрлӗхӗ яланах вӑй-хӑват парса пырӗ

Шупашкарта 12-мӗш хут "Пӗтӗм чӑваш Акатуйӗ" кӗрлерӗ. Хресченӗн ҫурхи ӗҫсем вӗҫленнине ҫирӗплетекен уяв Хӗрлӗ тӳремре вунӑ ытла регион халӑхне пухрӗ.

Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне йӗркелеме пултарнӑ аслӑ сӑвар йышши йӑхсенчен тухнӑ чӑвашсем несӗлсен авалтан килекен йӑли-йӗркине паян тӗнче умӗнче мӑнаҫланмалла кӑтартаҫҫӗ. Ҫак пархатарлӑха пин ҫул каяллах ырӑ вырӑна куҫнӑ ваттисем те ҫӳлтен пӑхса хӗпӗртесе тӑма тивӗҫ.
Шур сухаллӑ мӑчавар ҫӳлти хӑватсенчен халӑх валли тӑнӑҫ пурнӑҫ ыйтса Акатуя пуҫлать. Ҫӗр аннемӗр тухӑҫлӑ тыр-пул парасса шанса халӑха уява тытӑнма ирӗк парать. Хӗрлӗ тӳрем лапамӗнче артистсен пӗрлештернӗ ушкӑнӗ ҫӗр ӗҫченне сума суса хамӑр халӑхӑн ламран лама куҫса пынӑ пуян йӑлине кӑтартрӗ.

Чӑваш тӗнчи паян калама ҫук пысӑк. Ентешсем ҫӗр чӑмӑрӗн кашни континентӗнчех тӑван чӗлхене упраса пурӑнаҫҫӗ. Акатуя вара хӑнасем 10 ытла регионтан килсе ҫитрӗҫ.

Пӗр-пӗрне улӑштарса сцена ҫине тухакан пултарулӑх ушкӑнӗсем кашниех тӑван халӑхӑн аваллӑхне упраса, хӗпӗртесе пурӑннине калаҫҫӗ. Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчен килсе ҫитнӗ йӑхташӑмӑрсем, калӑпӑр, ӗлӗкхи юрӑ-ташӑна аталантарса пынисӗр пуҫне ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ, илемлӗ те пуян музейсем уҫаҫҫӗ.

Акатуй лапамӗ Хӗрлӗ тӳремре чылай ҫынна пухрӗ. Савӑнӑҫлӑ юрӑ-кӗвӗ пурин кӑмӑлне те ҫӗклерӗ. Уява пухӑннисене сумлӑ хӑнасем, вӑл шутра культура министрӗ Светлана Каликова, депутатсем саламларӗҫ. Халӑх пӗрлӗхӗ пире яланах вӑй-хӑват парса пытӑр, терӗҫ.


Алексей Енейкин, Екатерина Янгалакова