Грант хуҫи пулас тесен - тӗплӗн хатӗрленмелле

372 миллион тенкӗлӗх 63 грантпа тивӗҫтернӗ. Ку вӑл иртнӗ ҫул фермерсемпе кооперативсене кӳнӗ пулӑшу. Патшалӑх  кӑҫал та грантсем уйӑрать. Вӗсене ҫӗнсе илес текенсене пӗлӳ пухма йыхравлаҫҫӗ. Ҫитес кӗҫнерникун "Агро-инновации" предприяти специалисчӗсем семинар йӗркелеҫҫӗ.

Фермер хуҫалӑхӗсене аталантарас тӗлӗшпе республикӑра 2012-мӗш ҫултанпа тӗллевлӗ ӗҫлеҫҫӗ. Ун чухне шӑпах пӗрремӗш грантсем валеҫнӗ. Хальччен фермерсене 2 миллиард та 85 миллион тенкӗлӗх пулӑшу кӳнӗ. Ҫак укҫапа ҫӗнӗ витесем хута янӑ, техника туяннӑ, пин те 800 ытла ӗҫ вырӑнӗ тунӑ. Паянхи кун патшалӑх ял хуҫалӑхӗнче вӑй хурас текенсене 4 тӗрлӗ грант парать. "Агростартапшӑн" тупӑшакансен йышӗ уйрӑмах пысӑк пулнине палӑртаҫҫӗ ял хуҫалӑх министерствинче. Пӗлтӗр ҫак пулӑшӑва 35 ҫын тивӗҫнӗ, пурӗ вӗсем валли 120 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. 16 фермера федераци бюджетӗнчен укҫа панӑ, ыттисене республика хыснинчен тивӗҫтернӗ.

2021-мӗш ҫулта вара республикӑра "Перспектива" грант ҫирӗплетнӗ. Укҫана регион хыснинчен уйӑраҫҫӗ. Конкурс ҫӗнтерӳҫисем унпа сыр пӗҫерес, çырла çитĕнтерес, пулă е сурӑх ӗрчетес ӗҫе аталантарма пултараҫҫӗ. Пӗлтӗр ҫак пулӑшӑва 21 фермерпа предприниматель тивӗҫнӗ. "Перспектива" грантпа усӑ курса Шупашкар тӑрӑхӗнчи Алексей Андреев иртнӗ ҫул пуҫламӑшӗнче, сӑмахран, сыр кӑларакан цех хута янӑ.

Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал "Перспектива" гранта ҫавӑн пекех ялти туризм валли тата пахча-ҫимӗҫ туса илекенсене пама палӑртнӑ. Ҫемье фермисемпе кооперативсем те патшалӑх тӗревне туяҫҫӗ. Пӗлтӗр вӗсене валли  федераци бюджетӗнчен пурӗ 152 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. "Грант хуҫи пулас тесен - конкурса тӗплӗн хатӗрленмелле", - тет "Агро-Инновации" предприяти ертӳҫи Николай Васильев. 2019-мӗш ҫулта кунта Компетенци центрӗ туса хунӑ.

Центр ӗҫлеме пуҫланӑранпа специалистсем фермерсемпе кооперативсене 578 бизнес-план хатӗрлеме пулӑшнӑ.

Хальччен йӗркеленӗ вӗренӳ семинарӗсен шучӗ те сахал мар. Кӑҫал ҫавнашкал консультацисене кӑрлачӑн 18-мӗшӗнчен ирттерме пуҫлаҫҫӗ.

Фермерсемпе кооперативсене грант памалли йӗркере кӑҫалтан хӑш-пӗр улшӑну пулать. Ҫӗнӗлӗхсем пирки те семинарсенче тӗплӗн ӑнлантарса парӗҫ.

Екатерина Фомина, Виктор Степанов

 

Вести Чăваш Ен. Эфир от 15.01.2024