«Голливуд актерӗпе» курнӑҫас вырӑнне ултавҫӑсен серепине лекнӗ

Ҫак пӑтӑрмах Шупашкарти 32 ҫулти хӗрарӑмпа пулса иртнӗ. Вӑл Леонардо Ди Каприопа видеоҫыхӑну мелӗпе калаҫма ӗмӗтленнӗ, анчах та укҫине кӑна ҫухатнӑ. Ку ӗҫ-пуҫ тӗлӗшпе халӗ тӗрӗслев пуҫарнӑ.

Паллӑ актерпа тӗл пулас саманта хӗрарӑм 19 ҫул кӗтнӗ. Ҫак тӗллевпе вӑл интернет уҫлӑхӗнче унпа ҫыхӑну шыранӑ - комментарисем ҫырнӑ. Иртнӗ ҫулти кӑрлач уйӑхӗнче тинех юратнӑ актертан хыпар илнӗ. Ун патне "Леонардо Ди Каприо" ятӗнчен  электронлӑ ҫыру ҫитнӗ. Арҫын Шупашкарти пикене килӗштерсе пӑрахни ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫапла ҫыхӑну 5 уйӑха пынӑ. Хӗрарӑм видео урлӑ актерпа калаҫма ыйтсан, ӑна "суперфанатсен" ретне кӗме сӗннӗ. Ҫакӑншӑн, чӑн та, укҫа тӳлеме тивнӗ.

Шалти ӗҫсен министерствин  пресс-службинче ӗҫлекен Марина Сергеева пӗлтернӗ тӑрӑх,  паллӑ «актер» 80 пин тенкӗ куҫарса парсан ҫеҫ курнӑҫма килӗшнӗ.  Чӑн та, калаҫу пӗр ҫеккунт кӑна тӑсалнӑ. Унтан актер Шупашкара килме шантарнӑ. Анчах билет туянма укҫа ярса пама ыйтнӑ. Ҫапла хӗрарӑм хӑйне улталанине ӑнланса полици уйрӑмне ҫитсе ҫӑхав ҫырнӑ.


Леонид Петров