Фронтри кун-ҫулӗ пирки каласа пачӗ

Тӗп хулари Ҫар мухтавӗн музейӗнче Раҫҫей чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин кадечӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗпе Михаил Григорьевич Сорокинпа тӗл пулчӗҫ. Унта Шупашкарти, Канашри студентсене тата Вӑрмар тӑрӑхӗнчи шкул ачисене йыхравланӑ.

"Эпӗ - Хӗрлӗ Ҫар салтакӗ" - ҫакӑн пек пуҫларӗ хӑйӗн асилӗвне Михаил Григорьевич. Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен ретне вӑл 1943-мӗш ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче тӑнӑ. Беларуҫ тата Прибалтика фрончӗсенче тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, Ленинград блокадине сирме, Ржевпа Ригӑна ирӗке кӑларма хутшӑннӑ. 1945-мӗш ҫулта Кёнигсберг хулишӗн пынӑ ҫапӑҫура йывӑр аманнӑ. Майӑн 9-мӗшне госпитальте кӗтсе илнӗ. Вӑрҫӑран таврӑннӑ хыҫҫӑн Михаил Сорокин Хусанти медицина институтӗнче вӗреннӗ. Вӑл - Чӑваш Енре травматологи ӗҫне йӗркелесе янӑ тухтӑр. Кӑҫал ветеран 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвӗ. Фронтовик кадетсене Ҫӗнтерӳ ялавӗ пирки каласа кӑтартрӗ. Ҫар мухтавӗн музейӗнче унӑн копийӗ 2010-мӗш ҫултанпа упранать, ӑна ветерансем парнеленӗ. Шкул ачисемпе студентсем ҫавӑн пекех кунти сӑн ӳкерчӗксемпе документсемпе, ҫар техникипе паллашрӗҫ. Михаил Григорьевич музейри импровизациленӗ Рейхстаг стени ҫине хӑйӗн ятне ҫырса хӑварчӗ.

 

Надежда Александрова