Фронт ҫывӑхӗнчи региона малашне те пулӑшас тӗллевлӗ

"Сокол" ыркӑмӑллӑх фончӗпе "Чебдобро" волонтерсен пӗрлешӗвӗ тӑрӑшнипе Курск облаҫне гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатрӗҫ. 

Хастарсем тӑрӑшнипе 100 ытла курупкка хатӗрленӗ. Вӗсенче - ҫитӗннисем тата ачасем валли куллен кирлӗ тум-тир, атӑ-пушмак, ҫавӑн пекех теттесем тата ытти те. Ҫак япаласене фонда ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем хӑйсемех илсе килеҫҫӗ.

Ыр кӑмӑллӑх фончӗ ятарлӑ ҫар операцинчи салтаксене те пулӑшать: окоп ҫуртисем, куллен кирлӗ япаласем ӑсатаҫҫӗ. Курск облаҫӗ валли вара гуманитари тиевӗ пӗрремӗш хут пуҫтарнӑ. Ку ӗҫре вӗсене "Новые люди" партин хастарӗсем пулӑшнӑ. Мӗн пухнине вырӑна ҫитерессипе ҫыхӑннӑ тӑкаксене транспорт компанийӗ пӗтӗмпех хӑй ҫине илнӗ.

Хастарсем Курск облаҫӗнче пурӑнакансене малашне те тимлӗх уйӑрас тӗллевлӗ. Ҫавна май кӑмӑл тӑвакансем хӑйсен тӳпине хывма пултараҫҫӗ. "Чебдобро" фонда тӑхӑнмалли япаласем тата ытти таварсем илсе пыма юрать.

 

Оксана Верликова, Виктор Степанов