Музыка инструменчӗсем, мольбертсем тата балет станокӗсем. Ӳнер шкулӗн пурлӑх никӗсӗ юлашки вӑхӑтра самай пуянланнӑ. Хореографи уйрӑмӗ валли куҫ кӗскисемпе ташӑ техникине туптама пулӑшакан тыткӑчсем туяннӑ. Чи пысӑк савӑнӑҫ вара - ҫӗнӗ рояль. Патшалӑх пулӑшӑвӗсер ӑна илме питӗ хӗн. Ҫӗнӗ хатӗрсемпе куллен пин те виҫҫӗр ытла ача ӑсталӑхне ӳстерет.
Кунта ӗҫлекенсемпе вӗренекенсен савӑнӑҫне пайлама шкула Михаил Ананьев килсе ҫитрӗ. Вӑл хӑй те ҫак учрежденирен вӗренсе тухнӑ. Унӑн куҫ япӑх курать. Апла пулин те вӑл рояль питӗ лайӑх калать, хайлавсем те ҫырать. Сывлӑхӗ хавшак ачасемпе ӳнер шкулӗнче тахҫанах ӗҫлеҫҫӗ. Вӗрентекенӗсенчен пӗри - Екатерина Ефремова. Унӑн классне ҫӳрекенсем час-часах тӗрлӗ фестивальпе конкурсра палӑраҫҫӗ. Кӑҫал вӑл хӑй те ҫӗршывӗпе "Ача-пӑча ӳнер шкулӗн чи лайӑх преподавателӗ" ята, ҫавӑнпа пӗрлех 500 пин тенкӗ премие тивӗҫнӗ. Пулас художниксем валли вара мольбертсемпе натюрморт сӗтелӗ, проекторсем туяннӑ. Ҫакӑ ачасен пултарулӑхне лайӑхрах аталантарма май парать.
Халӗ кунта вӗренекенсем хӑйсен умне татах та пысӑкрах тӗллевсем лартса ӑсталӑхра ҫитӗнӳсем тума ӗмӗтленеҫҫӗ.
Надежда Александрова, Елена Буинцева, Екатерина Янгалакова