Темиҫе ҫул каялла вӗренӳ учрежденин ҫуртне тӗпрен ҫӗнетнӗ. Анчах та шкул лаптӑкне хӑтлӑх кӳме май килмен - ятарлӑ программӑна кӗреймен. Пӗлтӗр вара шкул директорӗ Сергей Ильин ашшӗ-амӑш комитечӗн хастарӗсемпе ку ыйтпа Алла Салаева патне ҫитнӗ. Проектне хӑйсемех хатӗрленӗ, экспертиза та тухнӑ. Ҫапла шкул таврашне тирпейлеме 24 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Вӑл шутра 20 миллионӗ - республика бюджетӗнчен.
Ӗҫе ҫурла уйӑхӗнче пуҫланӑ. Авӑн уйӑхӗн пӗрремӗшӗ валли пӗлӳ ҫурчӗ умӗнчи тӗп лаптӑк хатӗр пулнӑ. Кунта ҫӗнӗ асфальт сарнӑ. Кӗҫех шкул картине улӑштарӗҫ, ҫутӑ тытӑмне ҫӗнетӗҫ. Спорт лаптӑкӗнче те ӗҫ вӗрет.
Пӗтӗм ӗҫе юпа уйӑхӗн 1-мӗшчен вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ. Алла Салаева подрядчик хӑйӗн тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланине палӑртрӗ. Вӑрнарти 2-мӗш вӑтам шкул ыттисемшӗн тӗслӗх пулнине, тӑрӑшсан кӑна ҫитӗнӳсем тӑвассине каларӗ. Патшалӑх Думин депутачӗ ҫавӑн пекех Вӑрнар тӑрӑхӗнче пурӑнакансене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнчӗ. 3 ача ашшӗ Леонид Иванов Мӑн Явӑшри вӑтам шкула юсас ыйтупа ҫитнӗ. Алла Салаева каланӑ тӑрӑх, Мӑн Явӑш шкулне 2025-26-мӗш ҫулсенче ҫӗнӗтме палӑртнӑ. Ку тӗллевпе 55 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ. Проектпа смета документацийӗ те хатӗр.
Диана Иванова, Димитрий Макаров