Етӗрне тӑрӑхӗнчи пӗрҫырлансем ыр кӑмӑллӑх концерчӗ йӗркелерӗҫ 

Тылри халӑх - ҫар тӗрекӗ, пӗрле пулсан ҫеҫ ҫӗнтерӳ пирӗн пулӗ. Ҫакна ӑнланса Етӗрне тӑрӑхӗнчи пӗрҫырлансем фронта пулӑшас тӗллевпе ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ. Таврари халӑха пухса ыр кӑмӑллӑх концерчӗсем те ирттереҫҫӗ. 

Ятарлӑ ҫар операцийӗнче Пӗрҫырлан тӑрӑхӗ 7 салтака ҫухатнӑ. Вӗсенчен пӗри - Чурпай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Денис Саракеев. Салтак амӑшӗ Людмила Михайловна ывӑлӗшӗн хурланнипе пӗрлех Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен салтаксем пуррипе хӗпӗртенине каларӗ. Урапакассинчи Валентина Ерёмкина вара Чечен вӑрҫинче аслӑ ывӑлне ҫухатнӑ. Кӗҫӗнни, Андрей, ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ. Хальхи вӑхӑтра ку тӑрӑхри тепӗр 20 ытла салтак Украина чиккинче ҫапӑҫать. Вӗсене пулӑшасси пирӗн тӗп тивӗҫ, терӗҫ пухӑннисем. Ҫакна шута илсе кунти халӑх салтаксене гуманитари пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерсех тӑрать. Апат-ҫимӗҫ, ҫи-пуҫ, ытти кирлӗ хатӗр пуҫтарса панисӗр пуҫне фронта икӗ пин ытла хӳтлӗх карри ҫыхса ӑсатнӑ вӗсем. Пархатарлӑ ӗҫре уйрӑмах пуҫаруллисене концертра тав хучӗсем тата медаль парса чысларӗҫ.

 

Алексей Енейкин