Етӗрне тӑрӑхӗнче республикӑри проектпа килӗшӳллӗн патриотла ӗҫ-пуҫ йӗркелерӗҫ

Кану кунӗсене усӑллӑ ирттерсе ҫитӗнекен ӑрӑва кӑсӑклӑ пӗлӳ тӗнчине явӑҫтарма пулать-и? Ҫак ыйтӑва Етӗрне тӑрӑхӗнчи шкул ачисем хуравлама пултараҫҫӗ. Унта "Пӗлӳллӗ вырсарникун" проектпа килӗшӳллӗн патриотла уяв иртрӗ.

Пӗрҫырланти культура ҫурчӗн сцени ҫинче ялти шкулта йӗркеленнӗ "Сенкер чаршав" театр кружокне ҫӳрекенсем Иван Яковлева халалланӑ "Пӗрремӗш учитель" ятлӑ постановка кӑтартрӗҫ.

Ҫак пултаруллӑ ҫамрӑксенче тӑван культурӑн ҫутӑ пуласлӑхӗ курӑнать. Ҫакна Шупашкарти Чӑваш драма театрӗнчен килнӗ артистсем палӑртрӗҫ. "Пӗлӳллӗ вырсарникун" проекта хутшӑнса вӗсем шкул ачисене сцена ҫинчи ӑсталӑх вӑрттӑнлӑхӗсене уҫӑ пачӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах кунти ытти лапамсенче те тӗрлӗрен пултарулӑх лаҫҫисем ӗҫлерӗҫ. Пӗринче ачасене апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме, тепринче ҫӗвӗҫ ӗҫне тата ытти ӑсталӑха вӗрентрӗҫ. Ҫавӑн пекех шӑпӑрлансене сывлӑхпа ял хуҫалӑх тата патриотика лаптӑкӗсем кӑсӑклантарчӗҫ. Ҫак юхӑма халӗ кунта уйрӑмах пысӑк тимлӗх тума тӑрӑшаҫҫӗ. Шкул директорӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Григорий Васильев нумай пулмасть, ятарлӑ ҫар операцийӗнчен таврӑннӑ. Маларах вара Сирире те пулнӑ.

Ҫар операцине пулӑшса пӗрҫырлансем ыркӑмӑллӑх концерчӗсем те йӗркелеҫҫӗ. Уйрӑмах хӳтлӗх карри ҫыхса гуманитари пулӑшӑвӗ хатӗрлекенсене палӑртмалла.

Кӳршӗ ялсемпе пӗрлешсе ку тӑрӑхри халӑх пурӗ 700 ытла хӳтлӗх карри ҫыхнӑ. "Пӗлӳллӗ вырсарникун" акцие хутшӑнакансене те ҫак пархатарлӑ ӗҫе явӑҫтарса тӗрлӗ тӗслӗ виткӗч явса ҫыхас ӑсталӑха вӗрентрӗҫ. Салтаксене аса илнӗ май пӗрҫырлансем Аслӑ вӑрҫӑ паттӑрӗсене те асӑнчӗҫ. Ленинград блокадине сирсе янӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа палӑк умӗнче митинг ирттерчӗҫ.

Ҫавӑн пекех етӗрнесем сумлӑ ентешне - чӑвашсен пӗрремӗш киноактриси пулнӑ Тани Юна асӑнчӗҫ. Вӑл ҫуралнӑранпа 121 ҫул ҫитнине уяса Шупашкартан ҫитнӗ артистсемпе пӗрле Палтайри шкул умӗнче пухӑнчӗҫ. Унти, ҫавӑн пекех Тани Юн ҫуралса ӳснӗ Чурпайри ҫурт ҫинчи асӑну хӑмисем умне чечексем хучӗҫ.

Тани Юна халалласа Пӗрҫырлан, Палтай тата Чурпай тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ҫулсерен чылай сумлӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ.

Етӗрнери ӳнерпе таврапӗлӳ музейӗнче, акӑ, пӗлтӗртенпе киноактриса ячӗпе ятарлӑ зал ӗҫлет. Экспонатсен шучӗ хальлӗхе нумаях мар. Ҫапах та, музей залне пуянлатассинче кирек кам та усӑллӑ пулма пултарать.

Пуҫаруллӑ халӑх ял тӑрӑхӗнчи ырӑ тӗллевсене палӑртса умне ҫӗннисене лартрӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем вара уява пухӑннисене "Айӑпсӑр чун" спектакль парнелерӗҫ.


Алексей Енейкин, Евгений Данилов, Артур Галкин