Сарьял ҫывӑхӗнчи "Хӗвеллӗ ҫаран" кану вырӑнӗ тӗрлӗ тӑрӑхри 100-е яхӑн ҫамрӑка хӑй ытамне пухрӗ. Ачасем Сӑр шывӗ хӗрринче сывлӑхне ҫирӗплетсе тӗрлӗрен ҫавра сӗтеле хутшӑнчӗҫ. Аслисемпе пӗрле тӑван чӗлхе тата культура аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене хускатрӗҫ.
Ку вӑл, паллах, ӗнер-паян ҫуралнӑ ыйту мар. Наци конгресӗн тӗрлӗ ял-хуларан пухӑннӑ пайташӗсем чӗлхе чухӑнланса тата пукланса пынин сӑлтавне шырарӗҫ. Ку, паллах, чи малтан паянхи ӑру халӑх аваллӑхне астуманнипе ҫыхӑннӑ. Пӗлмен япалана хаклама та пӗлместпӗр. Ҫапла ҫухататпӑр та.
Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Павел Вязов ҫамрӑкла вӗренни чул ҫинче пулнине палӑртса ачасене кунне пӗр чӑваш сӑмахӗ вӗрентсен те ҫулталӑкра 365 ҫӗнӗ сӑмах ӑша хывма пулнине каларӗ.
Тӑванлӑх туйӑмне чӗртсе пӗлӳ шайне ҫирӗплетни ачасен чун хӑватне те ӳстерет. Виҫӗ кунлӑх пухура ҫамрӑксем тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗнче вӑй виҫрӗҫ. Волейболла, лапталла вылярӗҫ. Ухӑран персе тата ҫӗҫӗ ывӑтса тӗл лектерме, тӗрлӗ лару-тӑрура ушкӑнпа тата пӗчченшерӗн ҫӗнтерме вӗренчӗҫ.
Ҫакӑн пек тӗлпулусенче ҫамрӑксен тавракурӑмӗ те аталанса пырать. Уҫӑ сывлӑшра вӑхӑта усӑллӑ ирттерсе ӑс-хакӑл тӗлӗшпе те, вӑйпа та тӗрекленсе пыраҫҫӗ.
Чӑваш наци конгресӗн ҫамрӑк лидерӗсемпе "Хастар" ушкӑн йӗркеленӗ республикӑри пӗрремӗш слет хӗрсемпе каччӑсен асӗнче чылайлӑхах юлӗ. Пухӑва хутшӑнакансене дипломсем парса хавхалантарчӗҫ. Ҫавӑн пекех конгресӑн муниципалитетсенчи ертӳҫисене Тури Ачакри "Хресчен хуҫалӑхӗн музейӗпе" паллаштарчӗҫ.
Алексей Енейкин