Эпир пурте - ачалӑх тӗнчинчен

Константин Малышев - хальхи чӑваш тӗнчинче паллӑ ят. Унӑн статйисемпе очеркӗсем, калавӗсем Хусанта тухса тӑракан "Шурӑмпуҫ" альманахра, "Сувар" хаҫатра, тӗрлӗ хайлав пуххинче тӑтӑшах пичетленнӗ.

Нумай пулмасть Иван Юркин ҫыравҫӑпа пӗр ялта ҫуралса ӳснӗ журналистӑн "Ачалӑхӑм" кӗнеки Шупашкарта кун ҫути курчӗ. Ӑна Чӑваш Республикин наци библиотекинче пахаларӗҫ.

Пирӗн куракансемпе вулакансем Константин Малышева, Хусанта тухса тӑракан "Сувар" хаҫатӑн редакторӗнче нумай ҫул ӗҫленӗрен, хыҫҫӑн унӑн интернет редакторӗ пулнӑран, журналист тата блогер пек пӗлеҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, Тутарстанри Тӑхӑрьял таврашӗнчи Пӳркелте ҫуралса ӳснӗ каччӑн обществӑлла ӗҫри тӳпи те пысӑк: вӑл - Раҫҫейри чӑвашсен федераци наципе культура автономийӗн ертӳҫин ҫумӗ. Тутарстанра та ҫав яваплӑха тытса пырать. Вӑл ачалӑхне асилсе кӗнеке кӑларни ҫавӑнпа нумайӑшӗшӗн кӗтменлӗх пулчӗ темелле.

Кӗнекен тытӑмӗ хӑйне евӗр: авторӑн кашни асилӗвӗ сӑн ӳкерчӗкрен чӗрӗлсе тухать, тейӗн. Малышевсен килӗнче фотоаппарат пулнӑран вӑл тӑватӑ ачин пурнӑҫӗнчи кашни пӗлтерӗшлӗ саманта ӳкерсе пынӑ иккен. Ҫулсем иртсен ҫакӑ хавхалантарнӑ та Анатолий Малышев сӑвӑҫӑн ывӑлне мемуар ҫырма. Сӑмах май, ҫавра сӗтел тавра пуҫтарӑннисем жанр уйрӑмлӑхӗ пирки те калаҫрӗҫ - мӗн темелле кӗнекери хайлавсене: илемлӗ литература-и ку е журналист асилӗвӗ?
Чӑваш кӗнеке издательствинче Малышевӑн алҫырӑвне питех те хапӑлласа йышӑннӑ, 800 экземплярпа вулакансем патне ҫитернӗ. Ольга Фёдорова редактор унти хайлавсенчен хӑш-пӗрне интернет уҫлӑхӗнче малтанах куҫ хывнӑ-мӗн. "Эпир пурте - ачалӑх тӗнчинчен, шӑпах ҫакӑншӑн кӑсӑклӑ та ҫак асилӳсене вулама", - тет вӑл.

Юрий Исаев кӑларнӑ та ӗнтӗ ҫакӑн пек асилӗвӗсене. Наци библиотеки ачалӑхӗ ҫинчен ҫырнӑ писательсен кӗнекисенчен курав йӗркеленӗ. Вӗсем - пурнӑҫра чӑн пулни ҫинче никӗсленӗ илемлӗ хайлавсем. Константин Малышевӑн тексчӗсене "журналист мемуарӗ" терӗҫ пулин те, ӗҫтешӗсем унӑн чӗлхе илемне пусӑм тусах палӑртрӗҫ.

Константин Малышев ҫыравҫӑсен сӗнӗвӗсем хӑйне хавхалантарнине пӗлтерчӗ. "Ачалӑхӑм" кӗнеке хӑвӑрт сутӑнса пӗтнине кура издательство та, вулакансем те унран "Яшлӑхӑм" мемуар кӗтеҫҫӗ.


Марина Карягина, Святослав Петров