Чӑваш гербӗпе ялавӗн авторӗ - Элли Юрьев. Герб ҫинче сӑнланнӑ 3 хӗвел эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр тенине пӗлтерет. Гимн сӑмахӗсене Илле Тукташ ҫырнӑ, кӗввине Герман Лебедев хайланӑ. Патшалӑх символӗсем умӗнче харпӑр хӑйне мӗнле тытмалли, вӗсемпе официаллӑ майпа епле усӑ курмалли йӗркесем те пур. Патшалӑх гимнӗ йӑла тӑрӑх Раҫҫей гимнӗ хыҫҫӑн пуҫланать. Сӑмахсемсӗр пулсан - 1-мӗш ҫаврӑмпа хушса юрламалли кӑна янӑрать. Сӑмахсемпех шӑрантарнӑ чухне пуҫламӑшӗнчен вӗҫне ҫитичченех юрлаҫҫӗ. Пухӑннисем ӑна ура ҫине тӑрса итлеҫҫӗ. Арҫынсем калпак е пуҫа тӑхӑннӑ ытти япалана хываҫҫӗ. Ҫав хушӑра патшалӑх ялавӗсене ҫӗклеҫҫӗ пулсан вӗсем еннелле ҫаврӑнмалла. Урок ирттернӗ хыҫҫӑн ачасем викторина ыйтӑвӗсене хуравларӗҫ. Республикӑри мӗн-пур культура, вӗренӳ учрежденийӗсенче паян ҫитӗнекен ӑрушӑн пӗлтерӗшлӗ калаҫусем иртӗҫ.
Алиса Александрова, Виктор Степанов