Ял ҫыннисене ҫамрӑк тухтӑр килни те савӑнтарать. Вӗсен сывлӑхне тӑван тӑрӑхне тӗллевлӗ направленипе таврӑннӑ Наталья Шакова терапевт тӗрӗслесе тӑрать. Врач ординатурӑна Шупашкар больницинче тухнӑ - тӗп хулара опыт илнӗ хыҫҫӑн кунта хӑюллӑнах ӗҫе пуҫӑннӑ.
Амбулаторин медицина сестри, Ольга Сорокина, малтан Елчӗк район больницинче, унтан Аслӑ Таяпара пӗр улшӑнми пурӗ 42 ҫул ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ, анчах ял ҫыннисем ыйтнипе тепӗр хут ӗҫе тухнӑ. "Шалу аванни те кӑмӑла ҫӗклет", - тет вӑл.
Ачасен сывлӑхне тӗрӗслеме яла уйӑхра икӗ хут педиатр килсе ҫӳрет. Ҫӗнӗ амбулаторире прививкӑсем тума та, тӗрлӗ процедура ирттерме те, кирлӗ пулсан кӑнтӑрлахи стационарта сипленме те май пур. Паллах ӗнтӗ, ялсенчи медицина пункчӗсемпе районти тӗп больница пӑхса тӑрать.
Ҫитес ҫулсенче округра икӗ фельдшерпа акушер пункчӗ ҫӗклеме, тепӗр амбулатори юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ.
Марина Карягина, Татьяна Иванова, Михаил Солин