Ларӑва пуҫличчен Елчӗкри Культура ҫуртӗнче Республика Пуҫлӑхӗ куравпа паллашрӗ. Кунта Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ кӗтес йӗркеленӗ, ҫавӑн пекех "Шевле" садикри ачасем агролаборатори ӗҫӗ тата хӑйсен ҫитенӗвӗсем пирки каласа пачӗҫ. Ачасем пӗчӗкренех ҫӗр ӗҫне хӑнӑхаҫҫӗ, ял хуҫалӑхӗ пирки ытларах пӗлеҫҫӗ. Правительство кунӗнче муниципалитет пуҫлӑхӗ Леонард Левый иртнӗ ҫулсенчи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетрӗ тата тӗллевсемпе паллаштарчӗ. Юлашки 5 ҫулта Елчӗк тӑрӑхӗнче 50 ҫухрӑм ытла ҫул юсанӑ, 6 ҫурт картишне тата пин ытла тӑваткал метр тӑкӑрлӑк йӗркене кӗртнӗ. Нумай хваттерлӗ 7 ҫуртра тӗплӗ юсав ирттернӗ. Ҫапла 304 ҫыннӑн пурӑнмалли майӗсене лайӑхлатнӑ. Культура тытӑмӗнче те пысӑк ӗҫсем тунӑ. Иртнӗ 4 ҫулта округра 21 культура учрежденине ҫӗнетнӗ. Ҫитес 5 ҫулта вара тепӗр 21-шне юсамалла. Ял хуҫалӑхне те елчӗксем тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Елчӗк тӑрӑхӗ республикӑра тыр-пул туса илессипе малтисен йышӗнче. Пӗлтӗр 72 пине яхӑн тонна тухӑҫ пуҫтарса кӗртнӗ. Хуҫалӑхсем техника паркне те ҫӗнетсех тӑраҫҫӗ. Иртнӗ 5 ҫулта пӗр миллиард ытлалӑх 479 трактор-машин туяннӑ. Тӗллевӗсем елчӗксен пысӑк. 2030-мӗш ҫулччен 729 миллион та 500 пин тенкӗлӗх 9 инвестици тата 91 инфраструктура проекчӗ пурнӑҫа кӗртмелле. Ҫавӑн пекех округ 13 мегапроекта хутшӑнӗ. Вӑл шутра ӑпӑр-тапӑра тирпейлекен комплекс тӑвасси, каяшсене тасатмалли сооруженисене ҫӗнетесси, аслӑ ӑрурисем валли социаллӑ центрсен тытӑмне йӗркелесси.
Пухӑннисем регион ертӳҫипе хӑйсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене те сӳтсе яврӗҫ. Ҫав шутра ҫулсене юсассипе кӑсӑкланчӗҫ.
Правительство кунӗ тухӑҫлӑ иртрӗ. Канашлӑва пӗтӗмлетнӗ май, ӗҫре палӑрнисене патшалӑх наградисем парса чысларӗҫ.
Диана Иванова, Михаил Солин