Наталья Яковлева Шупашкарти клиника центрӗн терапевт уйрӑмӗнче 13 ҫул кӗҫӗн медицина сестринче тӑрӑшать. Хам ӗҫе юрататӑп, тет вӑл. Тивӗҫӗ, паллах, сахал мар. Палатӑсене, процедура пӳлӗмӗсене тасалӑхра тытмалла, сипленекенсене те тимлӗх уйӑрмалла. Апат ҫитересси, тӗрлӗ тӗрӗслеве илсе кайса килесси - пӗтӗмпех унӑн яваплӑхӗнче. Ҫумра тӑван ҫын пулсан вара кирек хӑш ӗҫ те ҫӑмӑлрах пулса пырать, тет Наталья.
Тӗрӗссипе Наталья, Елена тата тепӗр пиччӗшӗ - вӗсем виҫӗреш. Ҫемьере вара 14 ача. Пӗртӑвансем иккӗшӗ те пӗр больницӑра вӑй хураҫҫӗ. Елена Наталья хистенипе килнӗ кунта. Ҫапла вӑл та 10 ҫул гинекологи уйрӑмӗнче кӗҫӗн медицина сестринче тӑрӑшать.
Ӗҫтешсем те, пациентсем те пӗртӑвансене хисеплеҫҫӗ. Ҫынсемпе ялан кӑмӑллӑ, хӑйсен ӗҫне яваплӑха туйса тӑваҫҫӗ вӗсем.
Сывлӑх сыхлавӗнче ырӑ чунлӑ, тепӗр ҫынна ялан пулӑшма хатӗррисем кӑна ӗҫлееҫҫӗ. Апла Наталья Яковлевапа Елена Барабаш та хӑйсен вырӑнӗнче.
Диана Иванова, Михаил Солин