Ырӑ улшӑнусенчен пӗри - 2023-мӗш ҫулта ӗҫпе тивӗҫтернисен шучӗ ӳснӗ. Ӗҫсӗрлӗх шайӗ 2,4 процентпа танлашнӑ. "Работа России" порталпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Енре пурӗ 11 пин ваканси. Пӗлтӗр ӗҫпе тивӗҫтермелли Пӗтӗм Раҫҫейри ярмӑркка пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта республикӑран 7600 ҫын, 100 ытла пӗрлешӳпе организаци хутшӑннӑ. 1250 ҫын ыйтӑвне тивӗҫтернӗ. Пӗлтӗр пур округра та халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑсене ҫӗнетнӗ.
Республикӑра ҫавӑн пекех социаллӑ службӑсене хальхи вӑхӑт ыйтнӑ пек йӗркелеҫҫӗ. Вӑл шутра ҫемье ыйтӑвӗсене татса пама пулӑшакан ятарлӑ учрежденисем хута каяҫҫӗ.
2023-мӗш ҫулта ҫемьесене тӗрев пама пурӗ 17 миллиард та 700 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ку вӑл 2019-мӗш ҫулпа танлаштарсан 6 хут нумайрах. Унсӑр пуҫне республикӑра Ҫемье ҫулталӑкӗнче "Эпӗ Чӑваш Енре ҫуралнӑ" парнесем пама пуҫланӑ. Ӑна 7 пин ытла пепке тивӗҫнӗ. Паллах, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе кашни муниципалитетрах центрсем йӗркеленӗ. Республика шайӗнче вара "Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем" фонд ӗҫлесе кайнӑ. Салтаксемпе вӗсен ҫемйисене пулӑшма бюджетран 430 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Тепӗр пӗлтерӗшлӗ ыйту - ӗҫ сыхлавӗ. Унӑн пахалӑхне ӳстерме тӗрлӗ ӑсталӑх конкурсӗсем пулӑшаҫҫӗ. Чӑваш Енре пӗлтӗр пӗрремӗш хут чи лайӑх бульдозеристсен ҫӗршыври конкурсӗн тапхӑрӗ иртнӗ. Унта 12 регионти 14 ҫӗнтерӳҫӗ тупӑшнӑ.
Надежда Александрова, Вадим Владимиров