29 ҫулти Леонид Воронинӑн профессийӗ ларса ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ. Ҫавна май хусканусем сахал тунине пула ӳт хушас хӑрушлӑх ӳсет. Арҫын кашни ҫулах диспансеризаци тухма тӑрӑшать. Ҫакӑ ӑна холестерин шайне, тӗрӗс апатланассине йӗркелесе тӑма тата самӑрланасран сыхланма пулӑшать. Ку ырӑ тӗслӗхе Леонид Воронин мӑшӑрӗнчен илет. Ашшӗ-амӑшне те сывлӑхне тӗрӗслеттермеллине аса илтерсех тӑрать вӑл.
Шупашкарта пурӑнакан Анна Краснова 25 ҫулта. Ӗҫрен ҫулсерен медицина тӗрӗслевӗ тухнисӗр пуҫне диспансеризаци пирки те манмасть. - Сывлӑх - хамӑр алӑра, - тет.
Шупашкарти тӗп хула больницин поликлиникинче пӗлтӗр 56 пин ытла ҫын диспансеризаци тухнӑ. Кӑҫалхи ҫур ҫул хушшинче вара 40 пин ытла пациента йышӑнма ӗлкӗрнӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ытларах чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене, юн пусӑмӗ пысӑк пулнине асӑрхаҫҫӗ. Сахӑр диабечӗ те час-час тӗл пулать. Чылай чухне онкологи те тупаҫҫӗ. Сӑмах май, ытларах чухне шыҫӑ чирне пуҫламӑш тапхӑрта асӑрхаҫҫӗ.
Тухтӑрсене юлашки ҫулсенче 18 ҫултан пуҫласа 49 ҫулчченхи ҫынсем хӑйсен сывлӑхне тимлӗх уйӑрма пуҫлани савӑнтарать. Поликлиникӑра кӑҫалхи ҫул пуҫланнӑранпа ҫак ҫулсенчи 3 пин ытла пациент тӗрӗслев витӗр тухма ӗлкӗрнӗ.
Ытларах чухне ҫынсем больницӑра вӑхӑт нумай ирттересрен хӑранипе тата хӑйсене аван туйнипе тухтӑрсем патне килме васкамаҫҫӗ.
Диспансеризацие ҫын сывлӑхне хак парас, ку е вӑл чире шала кайиччен тупса малтанхи тапхӑртах сиплеме пуҫлас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Ҫавӑнпа та кашнин хӑйӗн сывлӑхӗшӗн тӑрӑшмалла.
Оксана Верликова, Святослав Петров