Ҫут тӗнчене учитель пулмах килнӗскер

Хурлӑхлӑ хыпар. Талантлӑ педагог, Раҫҫей пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ, Шупашкарти 59-мӗш шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентнӗ Галина Абрамова пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Галина Абрамова 60 ҫулта кӑначчӗ. Пурне те пулӑшма тӑрӑшакан, ӗҫлеме хавхалантаракан канӑҫсӑр чун-чӗреллӗ педагог хула ачисемшӗн чӑваш чӗлхи вӗренесси савӑнӑҫ пултӑр тесе нумай вӑй хучӗ. Ҫут тӗнчене учитель пулмах килнӗ хӗр 1963-мӗш ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Канаш тӑрӑхӗнчи Ҫӗнӗ Шуртан ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен пулса тухнӑ. Ялан малалла ӑнтӑлаканскер, тӑван мар чӗлхесене вӗрентмелли меслетсене тӗплӗн тишкерес тесех Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ют чӗлхесен факультетӗнче, унтан аспирантурӑра пӗлӳ илчӗ. Ҫавна пулах вӑл вырӑс шкулӗсенчи 1-9-мӗш классем валли ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ  кӑмӑлласа йышӑннӑ учебниксемпе вӗренӳпе меслет пособийӗсем хатӗрлеме пултарчӗ. Педагогсен йӑхӗнчен тухнӑскер, ҫак питех те кирлӗ ӗҫе мӑшӑрне те явӑҫтарчӗ.

Галина Васильевна Раҫҫей тата республика шайӗнче иртнӗ ӑмӑртусенче тӑван чӗлхемӗре яланах сумлӑ шайра кӑтартрӗ, тӗслӗхлӗ ӑсталӑх сехечӗсем ирттерсе мала тухрӗ, грантсене тивӗҫрӗ. Виҫӗ ача амӑшӗ мӑнукӗсене ӑс пама та, ҫемйипе пӗрле ялта кил вучахне сӳнтермесӗр хуҫалӑх тытма та, тулӑх пахчаҫимӗҫ ӳстерме те вӑй ҫитеретчӗ. Унӑн ӑшшӑн ҫуталса тӑракан илемлӗ сӑн-сӑпачӗ, ырӑ кӑмӑлӗ шкул ачисене хӑй енне туртатчӗ, педагог профессине суйласа илес кӑмӑл вӑрататчӗ. Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗн тивӗҫне вӑл ҫапла куратчӗ.

Галина Абрамован ҫутӑ сӑнарӗ, унӑн пархатарлӑ ӗҫӗсем халӑх асӗнче юлӗҫ.

 


Марина Карягина