Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев палӑртнӑ йӗрке тӑрӑх ӗҫе пуҫӑнма хушрӗ. Вӗренӗве пӗтӗмлетнӗ чухне кӑлтӑксем асӑрхасан ҫут ҫанталӑк пӑтӑрмахӗсене хирӗҫ тивӗҫлӗн тӑма хатӗрленмеллине асӑрхаттарчӗ. Ҫак кунах техника хатӗррине тӗрӗслерӗҫ. Медицина ӗҫченӗсем, газ, ҫутӑпа тивӗҫтерекен, шыравпа ҫӑлав службисем, инкек тухасран сыхӑ тӑракан ытти специалистсем машинӗсене кӑтартрӗҫ.
Ҫулсерен республикӑна ҫӗнӗ техника килсе тӑни те ҫӑлавҫӑсен ӗҫне ҫӑмӑллатать.
Ҫурхи шыв-шур анлӑ сарӑлма пултаракан тапхӑр ҫывхарнӑ май тӗрлӗ службӑна явӑҫтарса мӗн пӗлнине тепӗр хут ҫирӗплетни, мӗнле чӑрмавсем тухма пултарнине тишкерни аван. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе Атӑл леш енче ҫак кунсенче калӑпӑшлӑ вӗренӳ иртет. Кӳлӗри шыв пахалӑхне специалистсем тӗрӗслени таранах. Ҫакӑ ейӳ вӑхӑтӗнче хуҫалӑхсенчи пусӑсене шыв кӗнипе ҫыхӑннӑ. Ҫанталӑк ӑшӑтса пынӑ май ҫут ҫанталӑк пушарӗсенчен те уйрӑмах сыхланмалла. Вӑрман ҫывӑхӗнчи ялсенче пушшех хӑрушӑ. Вут-ҫулӑм ҫынсем пурӑнакан ҫурт-йӗр ҫине куҫасси те часах. Ҫӑлавҫӑсем ку енӗпе те вӗренӳ ирттереҫҫӗ.
Алиса Александрова, Вадим Владимиров, Игорь Ульянов