Ҫуртсене пӑхса тӑракан компанисем хӗллехи тапхӑра хатӗрленеҫҫӗ

Техника тата рабочисем ҫителӗклӗ-и? Шупашкар пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов ҫак ыйтусемпе Мускав районӗнчи лару-тӑрупа паллашнӑ май кӑсӑкланчӗ.

Мускав районӗнче ҫуртсене пӑхса тӑракан 15 компанипе 64 ТСЖ шутланать. Вӑл шутра картишсене тирпейлесе тӑрас енӗпе 600-е яхӑн ҫын тӑрӑшать. Вӗсене 12 трактор пулӑшма хатӗр. Ҫил-тӑман вӑхӑтӗнче хушма техника явӑҫтараҫҫӗ. Кӑҫал тепӗр 3 ҫӗнӗ машин туяннӑ. Ҫакӑ ӗҫе ҫӑмӑллӑх кӳрӗ.

Техникӑна пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн Владимир Доброхотов ҫитменлӗхсем пуррине те палӑртрӗ. Ҫил-тӑман вӑхӑтӗнче талӑкӗпех ӗҫлеме тивет. Ун пек чухне механизаторсем ҫитмеҫҫӗ. Ҫулсене сапмалли хӑйӑрпа тӑвар хутӑшне те ҫителӗклӗ хатӗрлемелле. Унсӑр пуҫне Глонасс тытӑмӑн ҫыхӑнӑвне пысӑк тимлӗх уйӑрмаллине каларӗ. Ҫитменлӗхсене ҫывӑх вӑхӑтра пӗтерме хушрӗ.

Ҫитес вӑхӑтра Шупашкарти ытти районти ҫурт-йӗре пӑхса тӑракан компанисемпе предприятисене те хӗле мӗнле хатӗр пулнине тӗрӗслӗҫ.

 

Оксана Верликова, Вадим Владимиров