Ҫурҫӗр Кавказра пуҫ хунӑ паттӑр ячӗ паянхи ҫамрӑксене патвар та хӑюллӑ пулса ӳсме хистет

Элӗкре бокс енӗпе Изосим Башкиров ячӗллӗ 10-мӗш хут республика турнирӗ иртрӗ. Сӑмах май, Изосим Васильевич 1996-мӗш ҫулта шӑп ҫак кун - пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

"Хӗлхем" спорт шкулӗнче хӗм кӑларакан хӗрӳ тупӑшу пырать. Чӑн-чӑн бокс ҫапла пулмалла та теҫҫӗ. Хӑйсемшӗн ҫине тӑма, кирлӗ чухне хӳтӗленме пӗлни арҫын ачасене уйрӑмах кирлӗ. Ҫар ҫыннин вара пушшех те тӗрлӗ тытӑҫу майӗсемпе усӑ курма пӗлмелле. Ҫак ӑсталӑх мелӗсемпе пухӑннисене Раҫҫей гвардийӗн салтакӗсем паллаштарчӗҫ. Ӑмӑртӑва килнӗ ҫамрӑксене тупӑшӑва хатӗрлесе тӗрлӗ хӑнӑхтару кӑтартрӗҫ.

Изосим Башкиров 1973-мӗш ҫулта Шупашкар районӗнчи Тимӗрҫырма ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫитӗнсен пурнӑҫне ҫар ӗҫӗпе ҫыхӑнтарма шутланӑ. Шалти ӗҫсен министерствин ятарлӑ уйрӑм ротинче милиционер пулнӑ. Хӑюллӑ салтакӑн сӑваплӑ тивӗҫне пурнӑҫласа Чечняри ҫапӑҫусене те хутшӑнма тивнӗ. 96-мӗш ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче вӑл йывӑрлӑха лекнӗ юлташӗсене пулӑшса боевиксемпе хирӗҫтӑрӑва кӗнӗ. Хӑй те тӑшман танатине ҫакланнине пӑхмасӑр харсӑрлӑхпа палӑрнӑ. Анчах та, суранӗ ӑна вилмеллех амантнӑ. Ҫавна ҫулах Раҫҫей президенчӗн хушӑвӗпе Изосим Башкирова "Паттӑрлӑх" орденӗпе чысланӑ. Ҫулсем иртнӗ май юлташӗсем Чӑваш Енре унӑн ячӗпе бокс турнирӗ ирттерме пуҫланӑ. Унӑн пӗлтерӗшӗ ҫулран-ҫул ӳссе кӑна пынӑ. Халӗ акӑ, 10-мӗш хут иртекен ӑмӑртӑва боксерсем Чӑваш Енрен кӑна мар, кӳршӗ регионсенчен те йышлӑн килнӗ.

Шкул ачисем ҫулне кура икӗ ӳсӗмре тупӑшрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене кубоксемпе медальсем, дипломсемпе асра юлмалӑх парнесем парса чысларӗҫ.


Алексей Енейкин, Александр Герасимов