Республикӑри Сывлӑх сыхлавӗн, Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче тӑрӑшакансем, Шупашкарти вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Лукшин, "Бригантина" кану лагерӗн ертӳҫи Наталья Володяшкина ашшӗ-амӑшӗн ыйтӑвӗсене видеоҫыхӑну меслечӗпе хуравларӗҫ.
Ҫуллахи тапхӑрта пурӗ 72 пин ача канӑвне йӗркелеме палӑртнӑ. Вӑл шутра 19 пинӗшӗ хула тулашӗнчи лагерьсенче сывлӑхне ҫирӗплетӗ. Кун каҫипе вӑхӑт ирттермелли лагерьсене 50 пин ача ҫӳрӗ. Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрсем ҫумӗнче йывӑр лару-тӑрури 3 пин те 500-е яхӑн канакан валли программа хатӗрлеҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе 1-мӗш смена Пӗтӗм Тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун савӑнӑҫлӑ уявпа уҫӑлать. Ҫуллахи кану кампанине йӗркелеме кӑҫал 556 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Ҫак проект Чӑваш Енре 2023-мӗш ҫулта вӑй илнӗ. 2 ҫӗнӗ корпус туса лартсан сменӑра 500 ача ытларах йышӑнма май килнӗ, кӑҫал ку хисеп 900 ҫитмелле. Сӑмах май, ҫӗршыв хыснинчен хушма ҫуртсем ҫӗклеме кӑҫал 116 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Халӗ Шупашкарти "Березка" тата Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи "Звездный" лагерьсенче хӑвӑрт ҫӗкленекен 2-шер корпус тӑваҫҫӗ. 6 пин ачана тӗрлӗ енлӗн аталантаракан сменӑсенче кӗтеҫҫӗ. "Воин" центр, сӑмахран, кӑҫал вӑтам ӳсӗмри 900 ачана ҫарпа спорт тӗлӗшӗнчен аталантарма хатӗр. "Орлята России" юхӑм кӗҫӗн ҫултисене йышӑнӗ. "Страна Героев" проектра та ачасемшӗн кӑсӑкли чылай пулӗ. Заявкӑсене ашшӗ-амӑшӗнчен пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен ака уйӑхӗн 27-мӗшӗччен 5 тапхӑрпа йышӑннӑ. Чи малтанах паллах сменӑри черете тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхпа усӑ куракан ҫемьере ҫитӗнекенсене кӗртнӗ. Ҫавӑн пекех ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксен ачисене те уйрӑм тимлӗх. Пирӗн ҫӗршыв йышне кӗнӗ тӑрӑхри ачасене те республика кӑҫал тараватлӑн йышӑнӗ. Бердянск районӗнчен "Солнышко", "Бригантина", "Березка" кану учежденийӗсенчи сменӑсене 300 килсе ҫитӗҫ.
Алиса Александрова, Андрей Шоклев