Ҫуллахи каникул ҫитнӗ май ачасем суранланасси ӳснӗ

Ытларах чухне велосипедпа тата самокатпа ярӑнакансем аманаҫҫӗ. Республикӑри ача-пӑча клиника больницин травматологи пунктне талӑкне 90-100 пациента илсе килеҫҫӗ.

Тухтӑрсем пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ вырсарникун ҫеҫ травматологипе ортопеди уйрӑмне 9 ачана выртарнӑ. Вӗсене пурне те васкавлӑ сиплев кирлӗ пулнӑ.  6 ҫулти Ева Андреева ялта вылянӑ вӑхӑтра турник ҫине ҫакӑннӑ. Сулланса ярӑнма ӑна юлташӗсем хытӑ тӗксе янипе вӑл сылтӑм аллине ӳксе хуҫнӑ. Халӗ хӗр ача амӑшӗпе пӗрле больницӑра выртать.

Аня Иванова та 6 ҫулта. Вӑл амӑшӗпе пӗрле урамра уҫӑлса ҫӳренӗ вӑхӑтра алли ҫине ӳкнӗ. Пӗчӗк ачан шӑммине нумай та кирлӗ мар - хуҫӑлнӑ. Шӑмми тӗрӗс мар сыпӑннине пула операци тума тивнӗ. Халӗ хӗр ача ашшӗпе пӗрле больницӑра выртать. Хӑвӑртрах сываласса чӑтӑмсӑр кӗтет.

Велосипедпа е самокатпа ярӑннӑ чухне аманнисӗр пуҫне, чӳречерен тухса ӳкнӗ тӗслӗхсем пулнине те пӗлтерчӗҫ тухтӑрсем. Ачасемшӗн - ашшӗ-амӑшӗ, аслисем яваплӑ. Ҫавна май тимлӗхе пӗр самантлӑха та ҫухатмалла мар. Пӗчӗккисене мӗн тума юранипе юраманнине асӑрхаттарсах тӑмалла.

 

 
Оксана Верликова, Святослав Петров