Пушар хуралӗнче тӑракансем яланах сыхӑ. Хальхинче те сирена сасси аякранах пулӑшу васканине систерчӗ. Паллах, ҫак кун вӗренӳ иртессине ҫуртра пурӑнакансене маларах асӑрхаттарнӑ, харпӑр хӑй транспортне ҫӑлавҫӑ-машинсене чӑрмав кӳресрен айккинерех лартма хушнӑ. Паллах, вут-ҫулӑм алхасма пуҫласан ҫуртри лифтсем тӳрех ӗҫлеме чарӑнаҫҫӗ. Анчах та пушарнӑйсем кирек епле лару-тӑрӑва та хатӗр. Ҫӑлав ӗҫ-пуҫне 4 автоцистерна тата 18 ҫынна явӑҫтарнӑ.
Ҫулӑма тӗп тунӑ, инкеке лекнисене ҫӑлса уҫӑ сывлӑша илсе тухнӑ. Тӗпрен илсен ертӳҫӗсем ҫӑлавҫӑсен вӗренӳри ӗҫне лайӑх хак пачӗҫ. Ытти самантсене пухӑнса тишкерессине палӑртрӗҫ.
Алиса Александрова, Димитрий Макаров