Руль умне ӳсӗрле ларакансен шучӗ ҫаплипех пысӑк пулнӑран, патшалӑх ҫул-йӗр инспекторӗсем тӑтӑшах рейдсем ирттереҫҫӗ. Иртнӗ канмалли кунсенче кӑна ҫакнашкал 39 водителе тытса чарнӑ. Пурӗ вара кӑҫалхи 11 уйӑхра республикӑра ӳсӗр водительсен айӑпӗпе 117 авари пулнӑ. Вӗсенче 29 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ тата 159-ӑн суранланнӑ. Автотранспорта ӳсӗрле тытса пыракансен явапӗ те пысӑк. 30 пин тенкӗлӗх штравлама е ҫур ҫултан пуҫласа икӗ ҫул таран водитель правине туртса илме пултараҫҫӗ. Иккӗмӗш хут йӗркене пӑсакансен тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫараҫҫӗ. Ҫавна май, патшалӑх ҫул-йӗр инспекцийӗнче ӗҫлекенсем ҫакӑн пек водителе курсан 102 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Ҫакӑ инкеке вӑхӑтра сирсе яма май парӗ.
Оксана Верликова