Ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнипе пӗрлех маҫтӑрсен ӗҫӗсемпе паллашрӗҫ

Пирӗн республикӑра архивра ӗҫлекенсен Раҫҫейри форумӗ иртрӗ. Вӗсем пӗр-пӗрин опычӗпе паллашрӗҫ, ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Ҫавӑн пекех Нагорнов художниксен тата Зинаида Воронова ӑстан ӗҫӗсене ҫитсе курчӗҫ.

Нагорновсен ҫемйинче харӑсах 3 маҫтӑр. Владимир Нагорнов - паллӑ скульптор, Раҫҫей Федерацин тава тивӗҫлӗ, Чӑваш халӑх художникӗ. Мӑшӑрӗ Наталия - сӑрӑ ӑсти. Дарья хӗрӗ вара тум-тир тата тӗрлӗ капӑрлӑх ӑсталать. Куравра виҫҫӗшӗн ӗҫӗсене те тӑратнӑ. Вӗсем пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗн курӑнаҫҫӗ. 
Куравпа Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ архивистсем кӑсӑкланса паллашрӗҫ. Авторсем питӗ пултаруллӑ пулнине палӑртрӗҫ. Ӳнерҫӗсен тӗллевӗсем  пысӑк - шутласа хунисем тата нумай. Ҫакӑнтах Зинаида Воронован ӗҫӗсен куравӗ те ӑнӑҫлӑ итрӗ. Автор чӑваш тумӗсен  уйрӑмлӑхне, хӑш тӑрӑхра мӗнле тӑхӑннине ӑнлантарса пачӗ. Ку коллекцие хатӗрлессипе Зинаида Ивановна ҫур ӗмӗре яхӑн тӑрӑшать, ҫавӑнпа кашни кӗпи хаклӑ.

Зинаида Воронова малтанласа пуканесене валли тумсем хатӗрленӗ, кайран амӑшӗ валли кӗпе ҫӗлесе пӑхнӑ. Маҫтӑр паянхи кун та шыравра. Унӑн аталану ҫул-йӗрӗпе малашне архивра та паллашма пулӗ. Зинаида Воронован пурнӑҫӗпе пултарулӑхне сӑнлакан документсем ӳлӗм патшалӑх истори архивӗнче упранӗҫ. Хаклӑ хутсене управӑша шанса панине алӑ пусса ҫирӗплетрӗҫ.


Надежда Александрова, Вадим Владимиров