Ҫитӗнӳ тӑвас тесен урхамахпа пӗр чӑмӑрта пулмалла

Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен лаша спорт шкулӗнче вӗренекенсем Мари Республикинчи ӑмӑртуран ҫитӗнӳсемпе таврӑннӑ. Пурӗ 1 ылтӑн, 4 кӗмӗл тата 3 бронза медаль ҫӗнсе илнӗ.

Спорт шкулӗн пухмачне ылтӑн медальпе пуянлатаканӗ - Алена Коростелева. Хӗр лаша спорчӗ енӗпе ӑсталӑхне 4-мӗш ҫул туптать. Ҫак вӑхӑтра сахал мар ҫитӗнӳ тума ӗлкӗрнӗ. Ку спортпа вӑл амӑшӗ сӗннипе кӑсӑкланса кайнӑ. Вӑл та кунтах аслӑ тренерта тӑрӑшать. Алена мӗн пӗчӗкрен чӗр чунсене юратать. "Ку спортра лашапа спортсменӑн пӗр чӑмӑрта пулса ӗҫлемелле.", - тет. Ватерлоо ятлӑ 8 ҫулти урхамахне ӑмӑртусенче пулӑшса пынӑшӑн тав тӑвать хӗр.

Лаша спортне ытларах хӗр ачасем суйлаҫҫӗ. Вӗсем чӗр чунсене пӑхма, ҫитерме, тасатма кӑмӑллаҫҫӗ. Яна Платонова ку шкулта 6-мӗш ҫул вӗренет. Скаут ятлӑ лашине ытларах тимлӗх уйӑрма тӑрӑшать. Пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах ун патне васкать. Ӑмӑртусене хӗр 3-мӗш ҫул хутшӑнать. Хальхинче вӑл бронза медале тивӗҫнӗ.

Спортсменсен пӗр вырӑнта лӑпланса ларма вӑхӑт ҫук. Халӗ вӗсем ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче Чулхулара иртекен Атӑлҫи федераци округӗн ӑмӑртӑвне хатӗрленеҫҫӗ.


Оксана Верликова, Димитрий Макаров