Ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарчӗҫ, хӑйсен шухӑшне пӗлтерчӗҫ

Республикӑри сыр тӑвакан фермерсем тата кооперативсен ертӳҫисем Ял хуҫалӑх министерствине канашлӑва пухӑнчӗҫ. Пурте вӗсем хӑйсен ӗҫне аталантарма патшалӑхран грант илнӗ. Сергей Артамонов министрпа мӗнле ыйтусем сӳтсе явни пирки - сюжетра.

Чӑваш Енре 20 организаципе фермер сыр пӗҫерет. Ҫак йыш 2021-мӗш ҫулта "Перспектива" грант пама тытӑннӑранпа палӑрмаллах ӳснӗ. Регион хыснинчен уйӑракан укҫана икӗ ҫулта 14 ҫын тивӗҫнӗ. Пӗлтӗр ӑна илес текенсем пулман.  Сыр тӑвакансем валли гранта упраса хӑвармалла-и? Ҫакӑ тата ытти ыйтӑва пӗрле канашласа татса парӑпӑр, - терӗ Сергей Артамонов министр. Патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курнисенчен кашниех программӑна ырларӗ.

Патӑрьел тӑрӑхӗнчи "Молочные зори" кооператив та субсидипе усӑ курма васканӑ. - Сӗт тирпейлекен цеха 2022-мӗш ҫулта уҫрӑмӑр, проект хакӗн 60 процентне патшалӑх саплаштарчӗ, - каласа кӑтартать Зульфир Алигберов. Халӗ кунта сыр, услам ҫу, типӗтнӗ сӗт, хӑйма кӑлараҫҫӗ. 3 сменӑпа 60 ытла ҫын ӗҫлет. Производствӑна анлӑлатса пырасшӑн.

Ҫав вӑхӑтрах специалистсем ҫитменнине палӑртать кооператив пуҫлӑхӗ. Паянхи кун сыр пӗҫерекенсем кирлӗ, - тет вӑл.

Ҫакнашкал йывӑрлӑх пирки канашлура ытти фермерсем те пӗлтерчӗҫ. Паллах, ку ҫийӗнчех татӑлакан ыйту мар. Ку енӗпе тӗллевлӗ ӗҫлемелле. Ольга Кошелева вара халӑха сыр пирки ытларах каласа кӑтартмаллине палӑртрӗ. Ку е вӑл сыр ятне, мӗнле упрамаллине, мӗнпе ҫимеллине нумайӑшӗ пӗлмест. Ҫак йӑла-йӗркесемпе ҫынсене ҫывӑхрах паллаштармаллипе пурте килӗшрӗҫ. Сӳтсе явмалли чылай пулчӗ фермерсен, канашлура кашнине сӑмах пачӗҫ. Тӗрлӗ ярмӑрккасене хутшӑнассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва  тишкерчӗҫ. Сыр фестивальне йӗркелемелле мар-ши текен шухӑш та ҫуралчӗ канашлура. Сергей Артамонов министр мӗнпур сӗнӗве шута илсе пычӗ. Республика Пуҫлӑхӗ лартнӑ тӗллеве аса илтерчӗ.    
Иртнӗ виҫӗ ҫулта республикӑра сыр туса илесси 4 хут ӳснӗ. 2021-мӗш ҫулта 627 тонна пулнӑ пулсан, пӗлтӗр ҫак кӑтарту икӗ пин ҫурӑ тоннӑпа танлашнӑ.


Екатерина Фомина, Виктор Степанов