Ҫитӗнекен ӑру валли тӑван чӗлхепе савӑнӑҫлӑ уяв

Елчӗк тӑрӑхӗнчи лащтаяпасем ача-пӑча Акатуйне йӗркелессине йӑлана кӗртсе пыраҫҫӗ.

Ялти шкулпа чиркӳ хушшинче вырнаҫнӑ хӑтлӑ спорт лаптӑкӗ ачасемшӗн чунтан савӑнмалли вырӑн пулса тӑнӑ. Кунта тӗрлӗ ӑмӑрту, вӑйӑсемпе уявсем ирттерме меллӗ. Ҫӑва тухсан вара чи малтанхи уявсенчен пӗри - ача пӑча Акатуйӗ. Шӑпӑрлансем валли аслисем авалхи йӑла-йӗркепе паллаштаракан тупӑшусем, вӑйӑсем хатӗрленӗ. Пӗчӗккисем вара юмахри сӑнарсемпе киленме пултарчӗҫ. Ача-пӑча кулли янранӑ чух ял пурӑнать-ха,- тесе лащтаяпасем ҫакӑн евӗр уявсем тӑтӑшах йӗркелеме палӑртаҫҫӗ.

 

Алексей Енейкин