Чăваш Ен пĕтĕм çĕршывпа пĕрле хурланать

Траур кунĕнче Шупашкарта, çавăн пекех ытти хулапа муниципалитетра хурлăхлă митингсем иртрĕç.

Шупашкарта асăну вырăнне Республика тÿремĕнче йĕркелерĕç.  Унта кунĕпех хула çыннисем чечексем хучĕç. Митинга влаç органĕсенче ĕçлекенсем, депутатсем, обществăллă пĕрлешÿсен хастарĕсем хутшăнчĕç. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей тăшманĕсем хăйсен курайманлăхĕнче нимĕнпе те чарăнманнине, вĕсене хирĕç тăрас тесен пурте пĕрле пулни нихçанхинчен пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Каçхине вара Хĕрлĕ тÿремре «Астăвăм çурти» акци иртрĕ. Хăрушă инкекре хур курнисемпе пĕрле пулнине çирĕплетсе волонтерсем, çамрăксем çуртасем çутрĕç.

Владимир Тимофеев