Чун-чӗре хӗлӗхӗсене хускатакан шедеврсем

Экспозицире - 500-е яхӑн живопиҫпе графика хайлавӗ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Анатолий Рыбкин Раҫҫей тава тивӗҫлӗ тата Чӑваш халӑх художникӗн ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлчӗ. Ӑна сӑрӑ ӑсти 75 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ.

Тӑван кил вучахӗ пиртен кашнине уйрӑм хӑватпа хӑй енне туртнӑ пекех, ҫакӑн пек ят панӑ курав та Анатолий Рыбкинӑн ӗҫтешӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене кӑна мар, пысӑк маҫтӑрӑн пултарулӑхне хисеплекен республика ертӳҫине те, министрсемпе депутатсене те, вӗренекенӗсене те пӗрлехи уява пуҫтарчӗ. Ӳнер музейӗн мӗнпур залне йышӑннӑ картинӑсенчен ӑшӑ килет. "Ҫак чун-чӗре хӗлӗхӗсене хускатакан шедеврсем килес ӑрусене те тӑван ене, ҫуратса ӳстернӗ ҫӗр-шыва, пурнӑҫа юратма вӗрентӗҫ", - терӗ Олег Николаев. Пир ҫине ӳкерӗннӗ сӑнарсем тимлӗ куракана удожникӑн иртнӗлӗхӗ, ӳсӗм ҫулӗ, кулленхи пурнӑҫӗ ҫинчен каласа параҫҫӗ. Кирек мӗнле кӑсӑкланупа иленӳ те тӗлӗнӳрен пуҫланать пулас. Анатолий Петрович та мӗн ачаран ӳнер тӗнчине туртӑннӑ.

Ҫут ҫанталӑкӑн ҫӗнӗрен чӗрӗлсе ҫеҫкеленсе хевти, кулленхи ӗҫре канлӗх тупса ватӑлакан Аннен шухӑшлӑ сӑнарӗ, хуҫалӑхра усӑ курса кивелнӗ пӗр-пӗр япала е палламан ҫыннӑн пӗркеленнӗ пит-куҫӗ - пуринче те эпир темле асамлӑхпа хамӑра пӑлхантарса тӑракан туйӑмсене палласа илетпӗр. Пурнӑҫ чуппине чарма пултарнӑ картина ӗмӗрлӗх ҫинчен шухӑшлаттарать, пӗр иртнӗ вӑхӑта каялла тавӑрма ҫукки ҫинчен шухӑшлаттарать, кашни саманта хакламалли ҫинчен асилтерет. "Ҫур ӗмӗр ытла Питӗр хулинче пурӑнсан та Анатолий Рыбкин тӗнче ҫине чӑваш асамат кӗперӗ витӗр пӑхать", - терӗ ӳнер музейӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Козлов. Асамат кӗперӗн ҫичӗ тӗс тетпӗр эпир, Рыбкин унта 77 сий курма пултарать.

Анатолий Рыбкин Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ. Унӑн амӑшӗ, Татьяна Арсентьевна, кӗҫӗн классен учителӗ, ашшӗ - йывӑҫ каскалакан ӑста тата пахчаҫӑ, кукашшӗ - республикӑра хор йӗркелекенсенчен пӗри. Краҫҫин лампин ҫутипе пӗлӳ пухса ӳснӗ ача пысӑка вӗренсе тӑван халӑхшӑн ӳнерте хӑйне евӗр хӗвел ҫутма пултарчӗ.

Питӗрти ӳнер академийӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ художник ялан ҫамрӑксем хушшинче. Вӗсемпе пленэра тухма е диплом хӳтӗлеттернӗ ҫӗре ҫитме те вӑхӑт тупать: яш-кӗрӗмӗн унран вӗренмелли нумай. Анатолий Петровичӑн ҫитсе курман ҫӗршыв та юлман-тӑр. Пултарулӑх ҫулҫӳревӗсенчен ҫӗнӗ ӗҫсемпе таврӑнакан ӳнерҫӗ пире малашне те хӑйнеевӗр куравсемпе савӑнтарӗ-ха.

"Тӑван кил вучахӗ" курав Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче куракансене нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшчен кӗтет.


Марина Карягина, Андрей Шоклев