Чӗрӗ-сывӑ Аслӑ Ҫӗнтерӗве кӗтсе илме ӗмӗтленет

Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчен хӑрах урапа таврӑннӑ. Хӗрлӗ ҫӑлтӑр орденӗпе Жуков медальне тивӗҫнӗ. Халӗ вара Ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине кӗтсе илме хатӗрленет. Сӑмах - Шупашкар тӑрӑхӗнчи Йӑлӑмкасра пурӑнакан Алексей Афанасьев пирки. Кӗҫех 101 ҫул тултаракан ветеранпа Алексей Енейкин паллаштарать.

Ҫак тӑпӑл-тӑпӑл йывӑҫ ҫурта 1924-мӗш ҫулта Алексей Афанасьевӑн ашшӗ лартнӑ. -Шӑпах, эп ҫуралнӑ ҫул,- тесе хӗпӗртет ветеран. Ҫапла, ку пӳртре 101 ҫул пурӑнать вӑл. -Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ҫеҫ ялта пулман,- тет. Фронта вӑл 1942-мӗш ҫулта тухса кайнӑ. Салтаксем малтанах Сӗнтӗрвӑрринчи ҫар комиссариатне пухӑннӑ. Унтан Шупашкара ҫул тытнӑ.

Унтан салтаксене Хусана илсе кайса ҫар ӗҫне хӑнӑхтарнӑ. Кирлӗ хатӗрпе тивӗҫтерсе Курск ҫывӑхне ӑсатнӑ. Унта хаяр ҫапӑҫусем пынӑ. Алексей Афанасьевич Украина фронтне лекнӗ. Стрелоксен 155-мӗш полкӗнче ҫапӑҫнӑ.

Ҫапла майпа хӗрлӗармеец 3 пысӑк ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ. Тепӗр чух салтаксем тӑшмана хӑваласа кунӗн-ҫӗрӗн аллинчен винтовка вӗҫертмен.

44-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗш кунне нихӑҫан та манас ҫук ветеран. Ун чух вӑл чутах ҫут тӗнчерен уйрӑлман. Ҫывӑхра ҫурӑлнӑ снаряд ванчӑкӗсем унӑн ури шӑмми витӗр тухса чӗркуҫҫи сыппине салатса хӑварнӑ.

Ҫавӑнтанпа ветеран хӑрах урапа пурӑнать. Медицина аталаннине кура меллӗ протез лартма май килнӗшӗн хӗпӗртет.

Ҫартан аманса таврӑнсан салтак тӑтӑшах радио итленӗ, вӑрҫӑ ҫӗнтерӳпе вӗҫленессе кӗтнӗ.
Вӑрҫӑран суранланса таврӑннӑскер авланма та именнӗ. Ҫемьери пӗртен-пӗр ывӑл тӗп килте юлса хуҫалӑхри ӗҫсемпе пурӑннӑ. Хӑйне кура ӑста теме те юрать ӑна. Уйрӑмах вӑл тимӗр-тӑмӑртан темтепӗр тума маҫтӑр пулнӑ.

Ветеран 90 ҫула ҫитичченех хӑрах ури ҫуккине пӑхмасӑр машинпа ҫӳренӗ, утӑ турттарнӑ. Халӗ вӑл 101 ҫулта пулсан та хӑй тӗллӗнех мунчана ҫӳрет, хуҫалӑхра кӗштӗртетет. Ҫакӑн пекех чӗрӗ-сывӑ Аслӑ Ҫӗнтерӳ юбилейне кӗтсе илме ӗмӗтленет.

 

Алексей Енейкин, Виктор Степанов