"Мускавра театр институтӗнче вӗреннӗ чухне чӑвашла илемлӗ калаҫма пулӑшакан нимӗнле кӗнеке те ҫукчӗ, унтан-кунтан тупсан кӑначчӗ", - тет автор. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Надежда Кириллова 30 ҫул Константин Иванов ячӗллӗ академи драма театрӗнче вылянӑ. Ҫавӑн пекех студентсене актер ӑсталӑхне, сцена ҫинчи калаҫӑва вӗрентнӗ. Ҫапла хӑйӗн ӗҫ мелӗсене пухса ятарлӑ кӗнеке кӑларас шухӑш ҫуралнӑ.
Кӑларӑм тӗрлӗ материалпа пуян. Кунта чӗлхе пирки чӑваш ҫыравҫисен статйисене, филологсен тӗпчевӗсене кӗртнӗ. Калаҫура мӗнле тӗрӗс сывламалла, дикцине епле лайӑхлатмалла, логика пусӑмӗсене, чарӑнусене ӑҫта тумалла? Ҫак ыйтусене уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ, вӗсене хӑнӑхтарусемпе ҫирӗплетнӗ. Кӗнекере ҫавӑн пекех тӗрлӗ жанрлӑ хайлавсем пур: юптарусем, сӑвӑсем, монологсем, калавсем, хӑвӑрт каламалли сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем.
Ҫӗнӗ кӑларӑм масӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсемшӗн, пулас журналистсемшӗн уйрӑмах паха.
Кӗнекене пахалама пухӑннисем кун евӗр кӑларӑм пуҫласа кун ҫути курнине палӑртрӗҫ. Вӑл чӑвашла тӗрӗс калаҫма вӗренес текенсен ал айӗнче пулмаллах, терӗҫ.
Диана Иванова, Святослав Петров