Чӑваш тухтӑрӗсем ятарлӑ ҫар операци ветеранне суккӑрланасран ҫӑлса хӑварнӑ

Ҫулталӑк каялла салтак вӑрҫӑ хирӗнчен аманса таврӑннӑ. Чылай  ҫӗрте ӑна тӗрӗслесе сипленӗ, анчах куҫӗнче пытанса юлнӑ снаряд ванчӑкне ҫак таранччен тупайман. Курми пулнӑ ветерана Республикӑри офтальмологи больницинче пулӑшнӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр кунта 50 ытла салтака йышӑннӑ.

Ҫулталӑк нушаланнӑ хыҫҫӑн каллех йӗркеллӗ курма пуҫласса шанман 38-ти Сергей Фёдоров. Халӗ кашни самантпа киленме тӑрӑшать. Пӗлтӗр ҫуркунне вӑл ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнма контракт алӑ пуснӑ.  Хӑрах куҫне салтак Донецк тӑрӑхӗнче амантнӑ - тӑшман вӑрттӑн хурса хӑварнӑ снаряд унран инҫех мар сирпӗннӗ.

Офтальмологи больницине Сергей "катаракта" диагнозпа лекнӗ. Тухтӑрсем куҫ шӑрҫине улӑштарма йышӑннӑ. Анчах операци вӑхӑтӗнче кӗтменлӗх сиксе тухнӑ. Ҫак таранччен салтак куҫӗнче пӗр миллиметр пысӑкӑш тимӗр ванчӑк пытаннӑ пулнӑ. Ӑна рентген та тупса палӑртайман. Вӗтӗ япала пациента чылай нуша кӑтартнӑ, ӑна пулах Сергей ӑнсӑртран курма пӑрахнӑ. - Операци хыҫҫӑн 2 сехетренех куҫ ҫивӗчлӗхӗ 40 процент таран таврӑннӑ, тепӗр кунхине - 100 проценчӗпех, - каласа парать Николай Кириллов тухтӑр. Сипленес тапхӑр та аванах иртет. Республикӑри офтальмологи больницин ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе вӗсен ҫемйисене пулӑшассипе тӗллевлӗ ӗҫлет.

Черетлӗ уҫа алӑксен кунӗ кунта ҫитес шӑматкун - ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртет.

 

Ирина Николаева, Елена Буинцева, Екатерина Янгалакова