Чӑваш тӗрриллӗ кӗпе тӑхӑнасси модӑна кӗчӗ

Ҫамрӑксем хамӑрӑн эрешсене кулленхи ҫи-пуҫра кӑмӑлласа усӑ кураҫҫӗ. Кристина Макосеева этнодизайнер виҫӗ хӗвел паллипе хатӗрленӗ тумсене куҫ хывмасӑр юлма май ҫук. Чӑваш тӗррин музейӗнче унӑн "Хӗвел ташши" ятлӑ куравӗ уҫӑлчӗ.

Курав ҫамрӑк этнодизайнер сӗнекен хальхи тум-юмпа паллаштарать. Ҫакӑн пек палӑртасшӑн паянхи яш-кӗрӗм хӑй чӑваш пулнине, тӗнчери ытти халӑхсем хушшинче ҫухалса каяс килменнине. Наци эрешӗллӗ кӗпе-йӗм илемлӗ те, меллӗ те. Авалхиллех ҫыруллӑ тени те ӳстерсе калани мар: вӗсене Кристина Макосеева ӗлӗкрен ҫирӗпленнӗ тӗп йӗркене пӑхӑнса, ҫав никӗс ҫумне хӑйӗнчен авторла ҫӗнӗлӗх хушса ӑсталанӑ.

Ачаран ӳкерме, ҫӗлеме юратнӑран Кристина Макосеева шкул хыҫҫӑн Шупашкарти ӳнер училищине вӗренме кӗнӗ, унтан театр костюмӗн художникӗ пулса тухнӑ. Унӑн телейне, тӑван ялӗнче, Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Пучинкере, пирӗн халӑхӑн культурине ҫине тӑрса аталантаракансем пурӑнаҫҫӗ. Вара ҫав ҫула суйласа илнӗ Кристина та ентешӗсен пархатарлӑ ӗҫне малалла тӑсакансен йышне тӑнӑ. Маҫтӑрлӑхне ӳстерес текен ҫынна ялан хальччен пухнӑ пӗлӳ ҫитмест пек туйӑнать. Ҫавӑнпах ҫамрӑк дизайнер Чӑваш тӗрри музейӗнче уҫӑлнӑ ӑстаҫӑсем хатӗрлекен шкулта та 7 уйӑх авалхи ҫӗвӗсен вӑрттӑнлӑхне алла илнӗ.

"Виҫӗ хӗвел" проект патне килсе тухиччен Кристина куллен тӑхӑнмалли чӑвашла тум хатӗрлеме тытӑнасси пирки нумай шухӑшланӑ. Паллах, вӑл хӑйне евӗрлӗ, хитре, илӗртӳллӗ, ҫав вӑхӑтрах ансат пулма кирлӗ. Управ паллиллӗ мӑй ҫинчи, кӑкӑр умӗнчи капӑрлӑхсене, хӑлха ҫаккисемпе сулӑсене никам та тиркеймӗ. Кунсӑр пуҫне Кристина Макосеевӑн суллисем ҫине тинкеререх пӑхсан несӗлӗмӗрсен ӑслӑ сӑмахӗсене вулама пулать: "Чӗлхеллӗ пул та йӗркеллӗ пул", "Хӑюлӑх - этем ҫуначӗ". "Пирӗн чӳречерен те хӗвел кӗрӗ-ха" тени ялан куҫ умӗнче тӑрсан, эпир, аптраман тавраш йӑхӗнчен тухнисем, ӑнӑҫу ҫулӗпе ҫирӗпрех утнӑ пулӑттӑмӑр. Тӑван халӑх юмах-халапӗн тӗнчинче ҫитӗннӗ хӗр хӑйӗн ӗҫӗсем хальхи ҫамрӑксемшӗн интереслӗ пулнине пӗлет.

Тӑван культурӑра хавхаланса ӗҫлекен дизайнера тӗрлӗ проекта хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ. Сӑмахран, вӑл Елена Рябцева ӳкернӗ "Юман" кӗске метрлӑ фильмра Игорь Дадиани тум-тир художникӗн пулӑшаканӗ пулнӑччӗ. Кристина Макосеевӑн тӗллевӗсем пысӑк, апла ӑна аслӑ пултарулӑх ҫулӗ кӗтет.

Чӑваш тӗррин музейӗнчи "Хӗвел ташшине" ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗччен кайса курма пулать.

 


Марина Карягина, Вадим Владимиров