Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчен 5 пин те 200 ытла ентеш тухса кайнӑ. Хальхи ӑру тӑнӑҫлӑхшӑн, пирӗн пуласлӑхшӑн пурнӑҫне хӗрхенмесӗр кӗрешнӗ ентешӗсене асра тытать, аслисем паттӑрсем ҫинчен ачасене каласа параҫҫӗ. Пӗлтӗр кунта кивӗ палӑк вырӑнӗнче вӑрҫа хутшӑннисене асӑнса мемориал уҫнӑ, ентешсен ячӗсене чул ҫине ҫырса вилӗмсӗрлетнӗ. Ҫӗршер хушамат хушшинче Шупашкарти "Газпром" уйрӑмӗн слесарӗн, Александр Калашниковӑн аслашшӗ те пур. Евгений Калашников Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, вӑрҫа пӗрремӗш кунсенчех тухса кайнӑ, хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн икӗ медале тивӗҫнӗ. Александрпа икӗ ентешне, ветерансен тӑванӗсене, Сӳнми вута тивертме чыс тиврӗ. Ҫулӑма ятарласа тӗп хулари Ҫар Мухтавӗн монуменчӗ умӗнчи Сӳнми вутран тивертсе килнӗ.
Астӑвӑм вучӗ чарӑнми ҫунса тӑтӑр тесе ҫут ҫанталӑк газӗпе ӗҫлекенсем пӑрӑх хывнӑ, ятарлӑ хатӗр лартнӑ. "Газпром" пулӑшнипе ҫӗршывӗпе ҫакӑн пек 120 мемориал комплексӗнче, ҫав шутра пирӗн республикӑра 13 Сӳнми вут ҫунса тӑрӗ. Ҫак сӑваплӑ пуҫару Владимир Путин Президент хушӑвӗпе, "Единая Россия" парти пулӑшнипе пурнӑҫа кӗрет.
Ҫак акципе килӗшӳллӗн, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫӗршыври 80 ҫӗнӗ е юсанӑ мемориал комплексӗнче пӗр харӑс Сӳнми вут тивертсе Ҫӗнтерӳ кунне уявлама палӑртнӑ.
Марина Карягина, Елена Буинцева, Вадим Владимиров